Предприятисем салтаксене пулăшаççĕ

Çĕнĕ Шупашкарти теплицăсен комплексĕ те ырă кăмăллăх акцине хăйĕн тӳпине хывать. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли тум-тир, хӳтлĕх хатĕрĕсем туянаççĕ. Республикăри çар комиссариачĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Укçапа, апат-çимĕçпе, тум-тирпе, çырусемпе, хӳтлĕх хатĕрĕсемпе пулăшаççĕ Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене республикăра пурăнакансем. Чăваш Ен усламçисем, предприятисем те айккинче юлмаççĕ çак ырă пуçаруран. Пахча çимĕçпе ĕçлекен Çĕнĕ Шупашкарти пĕр комплекс, тĕслĕхрен, хăйсем туса илнĕ тупăшран укçа уйăрса салтаксене кирлĕ хатĕрсем туянса çар комиссариатне кайса леçет. Курупкара консервланă аш, суранлансан пулăшу памалли медицина хатĕрĕсем, эмелсем пур. Çывăрмалли михĕсем те çителĕклĕ. Сивĕ çанталăкра салтаксене унта хӳтĕ пуласса шанаççĕ вĕсем. Унччен маларах çакăн пек 10 курупка ăсатнă пулнă. Халĕ çĕннисене тулли мар мобилизаципе каякан салтаксене парнелеме хатĕрленеççĕ.

«Чăваш Ен каччисем тăван киле ырă сывă таврăнасса кĕтетпĕр, вĕсене Çĕнтерĕве туптама кăшт та пулин пулăшасшăн», – теççĕ предприяти ĕçченĕсем. 



НТРК
21 октября 2022
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter