"Вӑрмана упрар" акцине тĕпе хурса Чӑваш Енре 127 пин ытла йывӑҫ лартĕҫ

"Вӑрмана упрар" акцине тĕпе хурса Чӑваш Енре 127 пин ытла йывӑҫ лартĕҫ

 Хальхи вăхăт тĕлне пĕтĕмпе 116,1 пин хыр, чăрăш, юман йывăҫ-тĕмсем лартса хăварнă республикăра.  Юлнă хăш-пĕр тĕмсене ҫитес кану кунĕсенче Шупашкарта лартса тухма плана кĕртнĕ.

2021 ҫул ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх, вăрман хуҫалăхĕн ĕҫне йĕркелесе пырассипе, тухăҫлăха тĕпе хурса  мĕнпур мероприятисене пурнăҫласа пырассипе республика ытти регионсем хушшинче  4-мĕш вырăна тухнă.  2020 ҫулхипе танлаштарсан, тӳрех 39 позици лайăхлатма пултарнă субъект. Кун пирки тепĕр хут палăртсах каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ирттернĕ  «Вăрмансене упрар» акцине  Раҫҫей Федерацийĕн экологи енĕпе ĕҫлекен «РЭО»  ППК генеральнăй директорĕ Денис Буцаев тата Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок енĕпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков хутшăннă.  

Паян етӳҫĕсемпе пĕрле волонтерсем Шупашкарта пурĕ 71 тĕм йывăҫĕ лартнă. Ҫăкасем пуласлăха хулана илемлетессине шанатпăр.

«Эпир ҫулсерен вăрмансене упрас тесе тĕрлĕ мероприятисем туса ирттеретпĕр, сахал мар йывăҫ-тĕм лартса хăваратпăр. Питĕ лайăх ăнланатпăр, вăрман пирĕн пуянлăх пулнине. Вăл пире уҫă сывлăш парнелет.  Чăваш Енре пĕрре виҫҫĕмĕш пайне вăрман территорийĕсем йышăнаҫҫĕ.  Федераци палăртакан тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыратпăр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Общество аталанăвĕ вăрмансенчен те чылай килет.  Чăваш Ен экологине упрас тесе сахал мар пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем туса пырать», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче «РЭО» ППК генеральнăй директорĕ Денис Буцаев.    Хальхи вăхăтра республика Пуҫлăхĕпе пĕрле чылай проектсем пирки сӳтсе явнă, вĕсем йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе те, экологипе те ҫыхăннă. Промышленноҫ, строительство, ял хуҫалăх пайĕпе ҫыхăннă ыйтусем те сахал мар.  «Кашни регионшăн экологи тĕп аталану ҫул-йĕрĕсенчен пĕри тесен те йăнăшах мар пулĕ», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă вăл.  

«Пирĕн ҫут ҫанталăка упрамалла. Хамăрăн общество лайăх аталанса пытăр тесессĕн, кашнин тимлĕ пулмалла, тăван тавралăха хисеплемелле, унăн пурлăхне сыхласа хăварассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫлемелле», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков.  Симĕс хула текен ята Чăваш Республикин тĕп хулин упрама пĕлмелле, ăна сыхласа хăварассишĕн тăрăшмалла.

«Вăрмана упрар», Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче акцине ҫулсеренех ирттереҫҫĕ. Пуҫласа ăна 2019 ҫулта йĕркеленĕ.  Раҫҫейре экологи енĕпе ҫыхăннă пĕлтерĕшлĕ проектсенчен пĕри пулса тăчĕ. Палăртнă акцине хутшăнас текенсен йышĕ кашни ҫул ӳссех пырать.

 



21 октября 2022
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter