Чăваш Енре йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлеме май паракан инфратытăм объекчĕсене ҫăмăллăх условийĕсене тĕпе хурса пурнăҫланине Денис Буцаев ырланă

Чăваш Енре йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлеме май паракан инфратытăм объекчĕсене ҫăмăллăх условийĕсене тĕпе хурса пурнăҫланине Денис Буцаев ырланă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Раҫҫейри экологи операторĕ» ППК генеральнăй директорĕпе Денис Буцаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.   

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫыхăннă инфратытăма пуласлăхра тата та лайăхрах аталантарса пырассине сӳтсе явнă.  Пухăннă ҫӳп-ҫапа иккĕмĕш тапхăрпа тирпейлесе кăларса ытти кирлĕ пек таварсем калăпласа пырасси ыйту та кун йĕркинчех тăнă. 

Пуласлăхра йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлекен объектсене тата та ытларах хута ярĕҫ. Полигонсене тен вара ӳлĕмрен прахăҫласа та пырĕҫ. Ҫĕр айне усал каяшсене пухса тирпейлесе пырассине тен пăрахăҫлĕҫ ӳлĕмрен. Ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртсе пархатарлă усă курса пырасси ҫивĕч ыйтусен шутне кĕрет.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланĕ, ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсем те тĕллевлĕн пурнăҫа кĕрсе пырĕҫ.   

«ТКО пайĕнче ыйтусене туллин тивĕҫтерес тесе, инфратытăма лайăхлатса ҫĕнетсе пырас тесе регионта сахал мар ĕҫ тунă. Ку асăннă пая инвестици явăҫтарассипе те чылай ĕҫ пурнăҫланă.  Пĕр сăмахпа каласан, ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пынă. Объектсене хăпартса лартма ҫĕр лаптăкĕсене те пăхса хăварнă, ĕҫ хучĕсене йĕркелесе ҫитернĕ, проектсем хатĕр.  Эпир хамăр енчен укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене татса паратпăр тесе, ҫирĕппĕнех шантарма пултарайратпăр.    Енчен те проектсем хатĕр пулсан, вĕсемпе эпир ĕҫлеме хавас.  Инвестици проекчĕсене пурнăҫа кĕртме федераци енчен те сахал мар укҫа-тенкĕ куҫать. Пĕчĕк ставкăсемпе кивҫен тĕрев илме те тĕрлĕ условисем пур», - тесе тепĕр хут палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Денис Буцаев.  

Тĕпрен илсен, кунта сăмах Патăрьел, Канаш, Муркаш районĕсенчи объектсем пирки сăмах пырать. Ку территорисенче ҫĕнĕ объектсене 2024-мĕш ҫулччен пурнăҫа кĕртсе хăварма план тунă,  «ҫулсен картти» паллă.   

Чăваш Республикин Ҫут ҫанталăк министерстви палăртнă тăрăх, Чăваш Енре йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлеме май паракан объектсене икĕ тапхăрпа пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ.  Шупашкар хулипе Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫӳп-ҫапа уйăрса пухса тирпейлесси те планра пур.  Кашни объект 150 пин тонна йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесе пыма май парать. «Калăпăш пĕчĕк мар, пур-пĕрех ĕҫлемелли те пуласлăхра ҫук мар.  Реформăчченех объектсен строительство ĕҫне пуҫлама тĕллев лартнă пулнă.  Асăннă объектсене республикăри мĕнпур каяшсенчен 60 проценчĕ пухăнать.  Хальлĕхе татса паман ыйтусем те пур-ха», - тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов.  

Денис Буцаев хăйĕн сăмахĕнче пĕрлехи плансем пуласлăхра йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫыхăннă ыйтусене туллин тивĕҫтерсе пыма май парасса шанса каланă.  «Ҫапла майпа, 2030 ҫулсем валли палăртнă тапхăрчченех Чăваш Ен мĕнпур ыйтусене уҫăмлатса пама пултарать, объектсене хута ярасси те куҫ кĕретех. Регионта 2024-2025 ҫулсенче объектсем туллин ĕҫлесе каясса та шансах тăратпăр», - тенĕ вăл.

РЭО  ППК ертӳҫи Денис Буцаев  хăйĕн сăмахне малалла тăснă май ҫапларах каланă: «Чăваш Ен ĕҫе хастар кӳлĕннĕ. Инфратытăм вăй илсе пыни те куҫ кĕретех.  Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе те тĕллевлĕн ĕҫлеҫҫĕ республикăра. Сирĕн регион ыттисемшĕн тĕслĕхре. Пуласлăхра тата та хăватлăрах проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассине те пĕлсех тăратпăр», - тесе палăрта каланă.  Пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем вăй илсе пыраҫҫĕ республикăра. Кун пирки ҫирĕплетсех каланă уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем.  Органика тирпейлесе кăларма май паракан проект пирки те кăсăкланнă сумлă хăна.  «Проект пысăк пахалăхлă ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăларма май парĕ.  Хамăрăн ҫĕршывра анчах мар усă курĕҫ таварсемпе, ҫĕршыв тулашĕнчисем те хапăл тусах йышăнасса шансах тăратпăр.  Экотехнопарк вăй илсе кайĕ.  Ку енĕпе Чăваш Ен кĕске вăхăт хушшинче проекта пурнăҫа кĕртессине те пĕлсех тăратпăр», - тенĕ сăмаха ҫавăрса Денис Буцаев.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев РЭО ППК генеральнăй директорне  Денис Буцаева пĕрне-пĕри ăнланса тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Сăмах май, сумлă хăна Чăваш Ен  йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ыттисенчен малтан ĕҫе пуҫланине палăртнă.  «Экологи енчен сиен кӳрекен вунă ытла полигон шутланнă регионта.  Паянхи куна илес пулсан, вĕсенчен пиллĕкĕшне рекультивациленĕ,  70 пин ҫыннăн пурнăҫĕ лайăхланнă, вĕсене валли экологи тĕлĕшĕнчен хăтлă условисем туса панă.  Пуласлăхра тата та ĕҫлемеллисем чылай.  Пирĕн йăлари пухăнакан мĕнпур каяшсене суйласа пухса пыма тăрăшмалла. Енчен те иккĕмĕш тапхăрпа ытти тĕрлĕ таварсем тирпейлесе кăларма пĕлсен, ҫĕр сийне те йăлари хытă каяшсем сиен кӳмĕҫ. Сывлама та сывлăш уҫă пулĕ, ҫĕр лаптăкĕсем те туллин кирлĕ пек тĕллевлĕн  усă курăнса пырĕҫ», - тесе тепĕр хут асăнса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче республика пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Таса ҫĕршыв» проекта тĕпе хурса, 2020-2022 ҫулсенче Элĕк салинче, Елчĕкре, Канашра, Етĕрнере ҫӳп-ҫап пухăнакан вырăнĕсене тĕпрен тасатнă. Вăл лаптăксенче ҫĕрсемпе кирлĕ пек тĕллевлĕн усă курма тытăннă. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатнă, 68,3 пин ҫынна ырлăх туса панă.  

Чăваш Республикин Ҫут ҫанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта пĕтĕмпе 12 объектра йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлеҫҫĕ. Хальлĕхе пур-пĕрех хăш-пĕр ҫитменлĕхсем те юлнă-ха.  Вĕсене те татса парассипе ҫӳлерех асăннă министерствăра тăрăшакансем  хастар ĕҫлеҫҫĕ.  Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă ведомство ертӳҫи Эмир Бедертдинов.          



24 октября 2022
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter