Совет Союзӗн Геройӗ А. В. Кочетов ячӗллӗ ПФО Кадет корпусӗнче 100 ытла вӗренекен паян тупа тунă

Совет Союзӗн Геройӗ А. В. Кочетов ячӗллӗ ПФО Кадет корпусӗнче 100 ытла вӗренекен паян тупа тунă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Атăлҫи федераци округĕн Чăваш Ен кадет корпусĕнче пулнă, унта вĕренекенсем торжествăлла пулăмра тупа тунине халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă.

«Тупа тăвасси – пирĕн ҫĕршывăмăрăн ҫар мухтавĕн аслă йăли-йĕркисенчен пĕри яланах пулнă. Эсир Тăван ҫĕршыва юратнине, уншăн вĕренсе, каярах паха профессионалсем пулса ҫитĕнме шантаратăр. Паян ҫакăнта тупа туни – сире пуласлăх ҫине хăюллăн пăхма, таса чунпа, мухтавлăн малалла ăнтăлма вăй-хăват хушса тăрать. Паллах, тупа тунинче пытанакан вăй сире вĕренӳре, хăвăра халалланă ĕҫре вăй парса тăрĕ. Малалла сире ҫирĕппĕн утма, тĕл пулакан йывăрлăхсене ҫĕнтерме сунатăп», - тесе ҫапларах каланă Олег Николаев ҫĕршывăн пулас хӳтĕлевҫисене.

Кадетсене тав тунă май, тĕнче шайĕнчи ыйтусене уҫăмлатассишĕн пирĕн салтаксем тăшмана хирĕҫ тăрса, тĕрĕслĕхе мала кăларассишĕн хăйсене шеллемесĕр вăй хунине каланă вăл.

Тупа тăвакансемшĕн кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те паян чи асра юлакан тата чи пăлхануллă кун пулнă. Çак куна вĕсем чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

Совет Союзĕн Геройĕн А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕнче 2013 çулта вĕренсе тухнă, ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн пуçне хунă Эдуард Абрамова асăнса пĕр минут шăп тăнă.

«Эпир тĕнчери тăшмансене хирĕҫ тăратпăр, вĕсене парăнтарассишĕн ҫине тăрсах малалла талпăнатпăр. Тĕнчене йĕркене тытса пыма, ăна пăхăнса пурăнма вĕрентетпĕр. Эсир пулас салтаксем. Хальлĕхе пĕчĕк ҫулти кадетсем пулин те, тĕрĕслĕхе лайăх ăнланатăр. Сирĕнтен кашни, ҫитĕнсен, тĕрĕс ҫулпа пырса, Раҫҫей Федерацийĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывасса та пĕлсех тăратпăр. Пуласлăх сирĕнте, эсир малалла лайăх вĕренсе пырсан, ҫитĕнерех пысăк кăтартусем патне ăнтăлсан, ҫĕршывăмăр тата та лайăхрах аталанса вăй илсе пырĕ», - тепĕр хут палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Сăмах май, регионта кадетсен юхăмĕ вăй илсе пынине те асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Мĕн ачаран пуҫласа аслă классене ҫитичченех ачасене патриотла воспитани парасси ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Граждансене патриотла воспитани парассипе ĕҫлекен ятарлă Канаш та йĕркеленĕ регионта. Ҫамрăксене тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыма, ҫĕршыва хисеплеме, уншăн таса чунпа, яваплăха туйса пурăнма вĕренсе пыраҫҫĕ.

«Пирĕн ҫĕршывăмăр чылай Геройсен ячĕсене пĕлет. Пакунлă паттăрсем яланах пирĕншĕн тĕслĕхре. Пĕлсех тăратпăр, кадет класĕсенчен вĕренсе тухсан, пуласлăхра аслă шкулсене эсир вĕренме кĕрессине те шанатпăр. РФ Миноборонăн аслă шкулĕсенче ăс пухса, ҫĕршывшăн паха ҫынсем пулса тăрассине те ĕненетпĕр. Ҫĕршывăмăра яланах юратăр! Унăн чыслă ҫыннисем пулса ҫитĕнĕр!», - тесе каланă Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Бахтиер Холиков.

Мероприятине пухăннисем, пуҫне хунă паттăрсене асăнса пĕр минутлăха шăплăха тытнă. Паян ертӳҫĕсемпе пĕрле кадет шкулĕнче ăс пухакансем йывăҫсем лартнă. Паллă пулăма Сăрпа хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене 80 ҫул ҫитнине палăртса акцине йĕркеленĕ, пĕтĕмпе 400 ытла чăрăш лартнă. Кашни йывăҫа «Астăвăм йывăҫĕ» тесе палăртса табличкăпа ҫирĕплетсе хăварнă.



24 октября 2022
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter