«Пӗтӗмӗшле вӗренӳ пайĕн инфратытӑмне май килнӗ таран 2026-мĕш ҫулччен ҫӗнетме тăрăшмалла», – тесе каланă Олег Николаев

«Пӗтӗмӗшле вӗренӳ пайĕн инфратытӑмне май килнӗ таран  2026-мĕш ҫулччен ҫӗнетме тăрăшмалла», – тесе каланă Олег Николаев

Шкул территорийĕсене  тĕпрен ҫĕнетсе илемлетес ыйтупа  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Хĕрлĕ Чутай районĕнче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта регионти муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Шкулсене валли ятарлă Стандарта Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви, Спорт министерстви, Чăваш Енĕн министерстви пĕр-пĕринпе килĕшсе хатĕрленĕ.  Ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, объектсен территорийĕсенче спортпа ачасене аталантармалли ятарлă вырăн пулмалла, кану, вĕренӳпе практика ĕҫĕсене йĕркелеме те хатĕр тӳремсем пулсан лайăх.  Палăртнă лаптăксенче тирпей-илем яланах хуҫаланмалла, ҫутăпа тивĕҫтермелле.

Хĕрлĕ Чутайри шкулта шăпах та, ертӳҫĕсем паха тĕслĕхе курса ĕненнĕ, инфратытăма лайăхлатса пырассипе пурнăҫланă мероприятисене курса ĕненнĕ, программа епле шайра пулса пынине хакланă.   

«Пирĕн тĕллев – мĕнпур ресурссене тĕпе хурса, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсен территорийĕсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарса пырасси. Ку ĕҫсене 2026-мĕш ҫулчченех пурнăҫлама тăрăшмалла.  Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан стандартпа пурин те туллин  палăртса хунă мероприятисене йĕркелесе пымалла.  Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри –  территорисенче тирпей-илем кĕртесси. Ачасене пахалăхлă пĕлӳпе тивĕҫтерес тесессĕн, условисене пĕтĕмпех туса памалла. Ачасен пултарулăхĕпе спортри ҫитĕнĕвĕсене туптаса пыма хăтлă условисем йĕркелемелле», – кун пирки тепĕр хут ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Хăрушсăрлăх теми ҫине те тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă Ертӳҫĕ.  

Сăмах май, палăртса хунă ĕҫсене ашшĕ-амăшĕсене, ачасене, вĕрентекенсене те явăҫтарсан паха пулнă пулĕччĕ тесе палăртнă вăл. «Пĕрле килĕшсе ĕҫлесен, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрасси те часах.  Район центрĕсенче ятарлă территорисенче вĕренӳ центрĕсем пулсан лайăх.  Вĕрентекенсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма май паракан центрсен ĕҫне пуҫарса ярсан та вырăнлă пулнă пулĕччĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра вĕренӳ тытăмĕнче ҫĕнĕ стандартпа ĕҫлессине малалла та пурнăҫа кĕртме, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕпе шкулсенче ачасене ăс пама хăтлă условисем йĕркелес ĕҫе туса пыма чĕнсе каланă. «Калас пулсан, ачасене тĕрлĕ енлĕн аталантарма майсем туса параҫҫĕ.  Тепĕр тесен, шкулта ачасем уроксем хыҫҫăн, хăйсен ăсталăхне малалла та туптаса пыма пултарайраҫҫĕ», – тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хăйĕн сăмахĕнче тирпей-илем кĕртессипе палăртнă Стандарт шкул территорийĕсене ятарлă зонăсем ҫине пайлама ыйтнине каланă.  Виҫĕ ушкăна пайласа, ачасен тавра-курăмлăхне ӳстерсе пыма витĕм кӳрессе те палăртнă ведомство ертӳҫи.

Ҫĕнĕ стандарта ытларах физкультурăпа спорт тĕслĕхĕ ҫине таянса хатĕрлесе тăратнă. Шкулсенче шăпах та, кун пек ĕҫе йĕркелесе пыма аван. Пĕрремĕш ушкăна хула округĕсенчи вĕренӳ учрежденийĕсем кĕреҫҫĕ. Вăтамран шкулсенче 500 вĕренекенрен кая пулмалла мар. Ялти шкулсене илес пулсан, вĕсенче вăтамран 200 вĕренекен пулсан лайăх. Вăл территорисенче стандарта тĕпе хурса спорт площадкисем хатĕрлемелле. Ачасене волейболла, минифутболла, баскетболла, стритболла выляма хăтлă условисем туса пама тăрăшмалла.     

Енчен те вĕренӳ учрежденийĕсенче чылай ача шутланать пулсан, стандарта тĕпе хурса тата та пысăкрах калăпăшпа ĕҫсем пурнăҫланасси те куҫ кĕретех. 1000-рен е тата 600 тен иртсе кайсан, ял тăрăхĕсенче спорт площадкин лаптăкĕ 35х65 м танлашĕ, хӳмесене те тимĕр картасенчен тытса ҫаврăнĕҫ.  Пĕр сăмахпа каласан, ҫав тери хăтлă условисем пуласси паллă.

Канашлăва пухăннисем чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явнă. Вĕренӳ тытăмĕнче ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртесси пирки те канашланă, шкулсене модернизацилессине  пăхса тухнă. Федераци программипе килĕшӳллĕн, 2022 ҫулта пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисене 12-шне тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă. Ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа икĕ тапхăрпа 18 объектра ҫĕнĕлĕхсем пулĕҫ. Палăртса хунă ĕҫсене 2023-мĕш ҫулсем тĕлне вĕҫлеме плана кĕртнĕ. Ҫитес ҫул та пурнăҫласа пымалли ĕҫсем сахал мар, вĕсен кăтартăвĕ 23 танлашать. Апла пулсан, асăннă  пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсене тĕпрен 2023 ҫулта ҫĕнетсе улăштарĕҫ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ерӳҫисене объектсене пурнăҫласа пыма, тĕпрен ҫĕнетсе улăштарассипе Пĕрлехи заказчик службипе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă. Подрядчиксен ĕҫне ҫивĕч тĕрĕслеве илме  хушнă вăл.  Палăртнă ĕҫсен пахалăх шайне пăхса тăма, графика пăхăнса ĕҫленипе ĕҫлеменнине тĕрĕслеме цифра инструменчĕсене тĕпе хурса ҫивĕч тĕрĕслесе пыма сĕннĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ терĕр ыйту – шкулсене тирпей-илем кĕртнĕ чухне дизайн ҫине те тимлĕх уйăрасси. Объектсене тĕпрен юсанă чухне, асăннă ыйту малти вырăна тухса тăрать.  Проектпа смета ĕҫне хатĕрленĕ чухне, асăннă ыйтусем ҫине анлăрах тимлĕх уйăрма тăрăшмалла.  Шкулсене илемлетесси ыйтăва халăхпа пĕрле тен сӳтсе явни те вырăнлă пулĕ. Тепĕр хут кун пирки ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Шăпах та, тĕслĕх вырăнне республика Пуҫлăхĕ Хĕрлĕ Чутай тăрăхне палăртса хăварнă. Ку территорисенче пурăнакансем пĕрне-пĕри ăнланса, килĕштерсе, тухăҫлă ĕҫлесе пыма пĕлнине асăннă вăл.  

Пĕр пухăннă пек чухне, хăнасем шкулпа тĕплĕ паллашнă, ачасемпе курса калаҫнă, вĕрентекенсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă. Палăртма кăмăллă, шкулта ятарлă агрокласс пур. Кунта  тăрăшакансем Етĕрнери IT –  клубпа тачă ҫыхăнса ĕҫлени те куҫ кĕретех. Шкулта кадетсен класĕ пур, ачасене валли чаплă музей йĕркеленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, палăртнă шкул ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.  

Асăннă кун хăнасем «Паттăр партти» хурлануллă вырăнпа та кăсăкланнă. Кунта шăпах та, палăртнă шкултан вĕренсе тухнă ҫамрăк яш каччă – Алексей Федоров Луганск халăх республикинче  ятарлă ҫар операцийĕсене пурнăҫланă чухне, ытти салтаксен пурнăҫне ҫăлса хăварса, хăй вăхăтсăр  пурнăҫран уйрăлса кайнă. Тăшмана хирĕҫ тăрса, хăйне шеллемесĕр юлташĕсене ҫăлса хăварнă. Чукун ҫул станцине талпăннă тăшмансене парăнтарнă. Паллă ентешĕмĕре, чыс та мухтав. Вăл Паттăр пирĕншĕн ĕмĕр асра пулĕ, ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх, ăна Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн Орденпа чысланă.    

 



26 октября 2022
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter