Тулли мар мобилизаципе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕç

Тулли мар мобилизаци пуçланнăран Чăваш Енре пурăнакансен сахал мар ыйту çуралнă. Вĕсене çар комиссариатĕнче, ĕçлев, вĕренӳ, строительство министерствинче тăрăшакансем халăха уçăмлатса пачĕç. Мобилизациленнисене кирлĕ тум-тирпе тивĕçтереççĕ-и? Çак ыйту – чи çивĕччисенчен пĕри. Çар операцине хутшăнма хатĕрленекенсем тата вĕсен тăванĕсем кирлӗ япаласене хăйсемех туянакан тĕслĕхсем те сахал мар. Республикăри çар комиссарĕн çумĕ Сергей Сергеев каланă тăрăх, салтаксене Раççей хӳтĕлев министерстви çар тумĕпе тата хӳтĕлев хатĕрĕсемпе кашнине тивĕçтерĕ. Çавăнпа та хушма экипировка туянма кирлĕ мар. Ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакансем те сахал мар. Чăваш Республикин пуçлăхĕн 120-мĕш Хушăвĕпе килĕшӳллĕн мобилизациленĕ çынсене тата вĕсен çемйисене пулăшу параççĕ. Брифингра мобилизациленисене, вĕсен çемйисене патшалăх, республика шайĕнче тĕрев панине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.

АЛЕКСЕЙ ГРИГОРЬЕВ: «Пирĕн социаллă пулăшу паракан организацисенче кашни çемьене мĕнле пулăшу кирлĕ. Çавăн пек пулăшу пама тăрăшатпăр. Эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ, кашни мобилизациленĕ çемьен хăйĕн ыйтăвĕ. Кашнийĕн хăйĕн йывăрлăхĕ. Çавăнпа эпир кашни çемьене социаллă паспорт тăватпăр. Çак социаллă паспортсем тăрăх çемьене мĕн кирлĕ – çавăн пек пулăшу пама тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен каласан, пĕр çемье пирĕн пата хăй ыйтăвĕпе килчĕ. Ватă тăванне пăхса пурăннă пулнă. Халь çак ыйтупа медицина учрежденийĕсемпе пĕрле ĕçлетпĕр».

Унсăр пуçне ятарлă çар операцине хутшăнакансене хваттер илме пулăшасси пирки те калаçрĕç. Ипотекăн малтанхи тӳлевне саплаштарни те пысăк пулăшу. Вăл 800 000 тенкĕпе танлашма пултарать. Анчах унпа пурăнмалли условисене лайăхлатма черетре тăнисем çеç усă курма пултарĕç. Çемьесене тĕрев парасси тĕрлĕ енлĕ.

АЛЕКСЕЙ ЛУКШИН: «Вĕренӳ министерстви мобилизацие лекнĕ çемьесене пулăшу парать. Шкул ачисене тӳлевсĕр икĕ хут вĕри апат çитереççĕ. Уйăхсерен Глава стипендине паратпăр. Вăл 2 000 тенкĕ. Кашни район хулара ача садне тӳлевсĕр çӳреме май пур».

Çак эрнере республикăра тулли мар мобилизацие вĕçлеме палăртнă. Халĕ кун пирки ятарлă Хушу тухасса кĕтеççĕ. 



НТРК
26 октября 2022
19:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter