Бюджет проектне ырларĕç

Чăваш Республикин çитес çулхи бюджечĕн тупăшĕ 77 миллиард тенкĕ ытла пулĕ. Çав шутра хамăрăн тупăш – 42 миллиард тенке яхăн. Тăкаксем 80 миллиард тенкĕ ытларах. Ун çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче финанс министрĕ Михаил Ноздряков каласа пачĕ.

Бюджет проектне хатĕрленĕ чухне консервативлă курăма тĕпе хунă, анчах вăл та палăртнă проектсене ĕçе кĕртме кăна мар, çав вăхăтрах бюджет шучĕпе тӳрре кăлармалли çĕнĕ çул-йĕрсене пурнăçлама та май парать. Раççей Федерацийĕн Правительстви тунă йышăнусене кура республика бюджечĕ улшăнма та пултарать, тӳрлетӳсем кĕртесси паллă терĕ республика ертӳçи Олег Николаев.

Хушма укçа кĕни те пысăк пулăшу пама пултарасса шаннине пĕлтерчĕ Чăваш Ен финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Тĕслĕхрен, республика экономикипе социаллă тытăмне аталантаракан уйрăм программа, коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕре çĕнетессипе ĕçлекен фонд, концесси килĕшĕвĕсем. Вĕсем республика хыснине темиçешер миллиард тенкĕ укçа кĕртме пулăшаççĕ. Чăваш Енĕн экономикине аталантарма, социаллă пурнăçне лайăхлатма май парĕç. Çитес çул вĕрентӳ тытăмне 22 миллиард тенкĕ ытла, социаллă политикăна пурнăçлама 19 миллиард тенкĕ, экономикăна аталантарма 14 миллиард тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕсене пурнăçлама самай укçа пăхса хăварнă. Ачасене, асла ăрурисене, сахал тупăшлă çемьесене — пурне те шута илнĕ. Республикăри Министрсен Кабинечĕ çитес виçĕ çулхи бюджет документне ырларĕ. Ăна малалла Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тишкерĕç. 



НТРК
27 октября 2022
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter