Чӑваш Ен Пуҫлӑхне вӗренӳ организацийӗсенче йĕркеленĕ тĕрĕслев ĕҫĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхне вӗренӳ организацийӗсенче  йĕркеленĕ тĕрĕслев ĕҫĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе  паллаштарнă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев терроризмпа кĕрешмелли республикăри комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Канашлăва пухăннисем халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирки ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă, маларахри палăртнă кун йĕркинчи ыйтусене те пурнăҫа кĕртсе пырассипе ҫивĕчрех ĕҫлесе пымаллине чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен аппаратăн ертӳҫи Евгений Терёшин хăйĕн   сăмахĕнче Ижевскра пулса иртнĕ инкек пирки чарăнса тăнă. Хулари шкулта пăтăрмахсем пулнă хыҫҫăн, тӳрех хамăр регионта кирлĕ пек ятарлă тĕрĕслев ĕҫĕсене туса ирттернине хыпарланă.  Чăваш Республикинчи мĕнпур вĕренӳ учрежденийĕсенче ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе ятарлă мероприятисене епле пурнăҫласа пынине те ҫивĕч тĕрĕслеве илнине палăртнă комиссийĕн пайташĕсем.  Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, хăш-пĕр шкулсенче ятарлă хатĕрсем пулманни сисĕнкелет. Апла пулсан, тупса палăртнă ҫитменлĕхсене кĕске вăхăт хушшинчех йĕркене кĕртсе пĕтерме чĕнсе каланă ведомство ертӳҫисем.  Пулкаланă ҫавăн пек тĕслĕхсем, хăш-пĕр объектсенчи специалистсен ҫителĕксĕр  таран пĕлӳ шайĕ.  Практика ĕҫĕсене ирттернĕ чухне, мĕн хыҫҫăн мĕн тумаллине ҫирĕп йĕркене пурин те лайăх пĕлмелле.  Кун пек чухне тин,  кĕтмен ҫĕрттен сиксе тухма пултаракан инкекрен хăтăлма пулĕ.

Канашлăва пухăннисем яланхи пекех обществăпа политика мониторингне лайăхлатас ыйтăва çĕкленĕ, вĕрентӳ, культура, сывлăх сыхлавĕн, спорт объекчĕсене терроризм хăрушсăрлăхĕнчен хӳтĕлесси пирки те тарăн калаçнă.   

Хальхи вăхăтра тупса палăртнă ҫитменлĕхсене пĕтерессипе анлăн ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Республикăри район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсене террора хирĕҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ вырăнти комиссийĕсен ĕҫĕсене кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыма хушнă.  Раҫҫей УФСБ Чăваш Енри пуҫлăхĕ Альберт Савинцев хăйĕн сăмахĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче планпа килĕшӳллĕн хатĕрленӳ ĕҫĕсене туллин пурнăҫласа пыма каланă, тренировка яланах пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă вăл.  «Ертӳҫĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫласан,   пăтăрмахсем те пулмĕҫ», -  тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

«Ҫирĕп йĕркепе йышăннă программăна  пурин те лайăх пĕлмелле. Район хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсен кăна мар, мĕнпур специалистсене асăннă ĕҫе явăҫтармала. Пĕлӳ шайне пурин те ӳстермелле», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Патшалăх заказне тĕпе хурса вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе, республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче вăй хуракансемпе программăпа килĕшӳллĕн ятарлă вĕрентӳ ĕҫĕсене туса ирттермелле.  Квалфикацисене ӳстерсе пыни, инкексенчен пăрать, кирек-епле йывăрлăхра та кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма  пулăшать.   Палăртса хăваратпăр, ҫулсерен ирттерекен профилактика ĕҫĕсене, пĕлӳ шайне ӳстерме патшалăх граждан служащийĕсем – 16-шĕ ятарлă курсра  вĕреннĕ тата тепĕр 30-шĕ муниципаллă служащийĕсем террора хирĕҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ  мероприятисенче, пĕлӳ шайне лайăхлатса хăйсен тавракурăмлăхне пуянлатнă, квалификаци ӳстернĕ.      

Ларăва пухăннисем кашни ыйтăва пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăну туса хăварнă.



27 октября 2022
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter