«Ентешсен çăлтăрлăхĕ» фестиваль иртет
Пĕр тĕвве пухăнчĕç. Çак кунсенче Шупашкарта «Ентешсен çăлтăрлăхĕ» пĕтĕм тĕнчери фестиваль иртет. Вăл искусствăра ĕçлекен, хальхи вăхăтра тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсене пĕрлештерет. Унта 11 артист тата 1 оркестр хутшăнать.
Пĕрремĕш хавхаланăва, вăй-хала вĕсем çуралса ӳснĕ вырăнтан – Чăваш Енрен илнĕ. Сăмах – тĕрлĕ тăрăхра ĕçлесе пурăнакан, искусствăра çитĕнӳ тăвакан, пултарулăхпа палăракан ентешсем çинчен. Тĕрлĕ сăлтава пула тăван тăрăхран уйрăлнă пулсан та чăвашлăх туйăмĕпе вĕсенче кунсеренех палăрать иккен.
АЛЕКСЕЙ ПЕТРОВ: «Мана питĕ савăнăçлă çакăн йышши фестивальсем, конкурссем Чăваш Республикинче ирттерни, питĕ лайăх япала. Регион тулашĕнче пурăнакан чăвашсемпе, тус-тăвансемпе яланах калаçатпăр, телефонпа та, интернет урлă та. Халь çыру çырмалла мар, вăл енчен лайăх».
Фестивале кăçал 3-мĕш хут йĕркелеççĕ. Вăл Чăваш Енри мухтавлă ентешсен çулталăкĕпе пĕр килни вара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
– Сирĕнпе, паллах, питĕ хитре, питĕ илемлĕ кĕвĕсене итлĕпĕр. Çак кĕвĕсем пирĕн Чăваш Республикипе çыхăннă çăлтăрсем выляни, паллах, тата ытларах савăнтарать. Фестивальте ентешсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе пĕр танах юрă-кĕвĕ тĕнчипе кăсăкланакан çамрăксем валли çавра сĕтелсемпе ăсталăх лаççисем те ирттереççĕ.