Комисси проектсене ырларĕ

Республикăн тата виçĕ хули пĕтĕм Раççейри хула хутлăхне хăтлас тĕлĕшпе регионсенче хатĕрленĕ проектсен конкурсне хутшăнĕ.

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ведомствăсен хушшинчи комисси Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр тата Çĕмĕрле хулисен заявкисене ырларĕ. Вĕсене 2022 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр конкурса хутшăнма ярса памалла.

Унта Çĕнĕ Шупашкар «Тĕкĕрçĕ ращи» парка, Улатăр Горшенинпа Ленин урамĕсен тата Революци лапамĕн истори пайĕсене, Çĕмĕрле Пионер организацийĕн 50 çулĕн ячĕпе хисепленекен парка хăтламалли проектсем тăратĕ.



Хыпар
27 октября 2022
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter