Олег Николаев Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен юхӑмне нумай енлӗ обществӑллӑ ӗҫшӗн тав тунӑ

«Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ» Чăваш Республикинчи обществăлла организацийĕн ХХ-мĕш Пухăвне регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Ку хутĕнче мероприятине организаци ĕҫне пуҫарса янăранпа 95 ҫул ҫитнине халалланă.
«Асăннă тапхăрта организаци ҫирĕп йăла-йĕрке тытса пынă. Хĕрарăмсем тăтăшах, республикăра пулса иртекен пулăмсене хутшăнса пысăк витĕм кӳме тăрăшнă. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ ҫав тери хăватлă организаци пулса тăчĕ. Обществăлла организацисенче вăй хуракансем пĕр чăмăра пухăнса, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашса, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшаҫҫĕ. Регионта пулса иртекен мĕнпур ĕҫсенче вĕсен тӳпи те ҫав тери пысăк», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев мероприятине пухăннисене саламланă май. Нумай ҫул хушши тӳрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса ĕҫлекен хастарсене мухтанă, малашне те пысăк кăтартусемпе палăрма суннă. «Сирĕн паха та пуҫаруллă проектсем сахал мар, вĕсене пурне те тенĕ пекех пурнăҫа кĕртсе пынă, вĕсен йышне шутласа пĕтерме те хĕн. Сирĕн ĕҫсем яланах пархатарлă, ыттисемшĕн паха тĕслĕхре», - тесе хушса каланă вăл.
Ҫитĕнекен ăрăва, яш-кĕрĕме патриотла воспитани парассинче Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ хастар ĕҫе пуҫланă. Пуринчен малтан палăртнă ыйтăва татса парас тесе ĕҫе кӳлĕннĕ. Тăван ҫĕршывăмăра сыхласа паттăрăн ҫапăҫнă салтаксемпе тыл ĕҫченĕсем пирки те паха материалсене архивсенчен пухса, аслă ҫултисемпе курнăҫса тĕрĕс хыпарсене халăх патне илсе ҫитерчĕҫ. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсен ячĕсем те ҫитĕгнекен ăрăвăн асĕнче ĕмĕр упранассине те пĕлетпĕр. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тумхахлă ҫулĕсемпе ҫыхăннă историне паян та яш-кĕрĕм пĕтĕм кăмăлпа вуласа пĕлме тăрăшать. Вĕсен паттăрла ĕҫне тĕпе хурса, ҫĕршывăмăра хисеплеме, уншăн тăрăшса вĕренме, каярах вара пысăк профессионалсем пулса тĕрлĕ сферăсенче ĕҫлесе лайăх кăтартусем патне ҫитессишĕн ăнтăлать. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн чылай проектне федераци шайĕнче ырланă, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне кĕртнĕ. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсемпе ҫамрăк хастарсем уҫă калаҫусем ирттернĕ, вăл ĕҫсене йĕркелесе пыма Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ чылай пулăшнă.
Хальхи вăхăтра ятарлă ҫар операцийĕсене салтаксене ăсатаҫҫĕ. Ку ĕҫре те Хĕрарăмсен союзĕ аякра тăрса юлман. «Салтака тутăр парнеле» акцине шăпах та, вĕсем пуҫарса янă. Хĕрарăмсем ку ĕҫе хапăл тусах йышăннă. Ҫĕнтерĕве ҫывхартма паттăррăн кĕрешекенсене асăнмалăх парнесем хатĕрлесе парас ĕҫре те вĕсен тӳпи пысăк. Тĕрленĕ тутăр, салтаксене усал-тĕсĕлсенчен упрассине те пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр. Хӳтĕлевҫĕсене парнесем, ҫĕнтерĕве ҫывхартма вăй-хал хуштăр.
«Чăваш Ен Правительстви проектсем пурнăҫа кĕрсе пыччĕр тесе, сахал мар тăрăшать, ӳлĕмрен те ҫапла пуласса шантаратпăр. Сирĕн проектсенче пĕтĕмпех юрату тĕп вырăнта. Юрату вара кирек-епле йывăрлăха та яланах парăнтарма витĕм кӳрет», - тесе каланă Олег Николаев.
Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзне йĕркелесе янăранпа 95 ҫул ҫитнĕ ятпа пухăннă ентешсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Раҫҫейри Хĕрарăмсен союзĕн Председателĕ Екатерина Лахова саламланă, хĕрарăмсен пĕлтерĕшĕ паянхи пурнăҫ таппинче ҫав тери пысăк вырăн йышăннине палăртнă, пурне те сывлăх, телей суннă.
Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева организацийĕн ĕҫĕпе паллаштарнă, хăш-пĕр кăтартусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Паянхи куна регионта 89 уйрăм шутланать, вĕсем 26 муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче вырнаҫнине асăннă. 2021 ҫулта Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ ДНР Горловка хулинче пурăнакан ачасене хамăр тăрăха курма илсе килес тесе йышăну тунă. Ырă пуҫару пурнăҫа та кĕнĕ. Мĕнпур районсемпе хуласенче йĕркеленнĕ Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕсенче тăрăшакансем салтаксем валли парне хатĕрлес акцине хутшăннă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администраци пулăшнипе пĕтĕмпе 8 тонна тавар салтаксене валли ăсатнă. Сахал мар ҫырусем ҫырнă, вĕсен кăмăлне кăштах та пулин ҫемҫетес тесе чĕререн тухакан сăмахсемпе хайланă хăйсен салам йĕркисенче. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевăпа пĕрле Хĕрарăмсен союзĕнче тăрăшакансем ачасен ҫырăвĕсене парнесемпе пĕрле пуҫтарса салтаксем патне илсе ҫитернĕ, Санкт-Петербургра госпитале ҫитсе салтаксемпе курса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлнĕ. Чăваш наци музейĕ салтаксене валли тĕрленĕ тутăр хатĕрлет, ку ĕҫе те хĕрарăмсем хапăл тусах хутшăннă. Чăваш Енри хĕрарăмсем пурĕ 3 пин ытла тутăр тĕрленĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем салтаксене ятарлă ҫар операцийĕсене пурнăҫлама ăсатнă мероприятине хутшăнаҫҫĕ, яшсене асăнмалăх парнесем парса хисеп тăваҫҫĕ. Чи кирли пирки темăпа уҫă калаҫусем те сахал мар ирттереҫҫĕ, шкулта вĕренекенсемпе уҫă уроксем ирттерсе пулăшаҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче чăнласах та, вĕсен тӳпи пысăк пулни куҫ кĕретех.