«PRофи-21» конкурса хатĕрленеççĕ

Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе кăçалхипе иккĕмĕш хут «PRофи-21» конкурс иртет. Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшакан пресс-служба ĕçченĕсем унта хастар хутшăннине палăртмалла. Вĕсем çак ăмăртура тупăшас тĕллевпе заявкăсем ярса панă, пĕрремĕш хăнăхтарусене те пурнăçлама ĕлкĕрнĕ.

Валерия Орлова Етĕрне район больницинче пресс-службăра ĕçлет. Унччен маларах Çĕпĕрте пурăннă. Нумаях пулмасть Чăваш Ене куçнă. Нумай çул тележурналистикăра вăй хунăскер çăмăллăнах çĕнĕ ĕçе пуçăннă. «ПРОФИ-21» конкурс – маншăн чун уççи, уçă сывлăш евĕрех тесе палăртать вăл. Шупашкарти медицина колледжĕнче вăй хуракан Эмма Макарова та массăллă информаци хатĕрĕсемпе хутшăнассишĕн яваплă. Пултарулăхри пĕрремĕш утăмсене Республикăри пушар хуралĕн музейĕнчен пуçланă. Пурнăç сукмакĕ ерипен çак профессине те илсе çитернĕ.

ЭММА МАКАРОВА: «Хамăн ĕçе питĕ интереслĕ тесе шухашлатăп. Мĕншĕн тесессĕн куллен çĕнĕ информаципе ĕçлетпĕр. Пирĕн патра çĕнĕ ăру вĕренет. Вĕсене медицина сферинче ĕçлеме вĕрентетпĕр. Ман шутпа, питĕ пĕлтерĕшлĕ, кăсăклă».

Республикăри сывлăх сыхлав министерствин кашни учрежденийĕ социаллă тетелте хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа параççĕ. Эпир ку енĕпе çур çул каяллах тăрăшма пуçланă, ыттисенчен малта пулма мана питĕ килĕшет тет Эмма Макарова. «Prофи-21» конкурса хутшăнакансен чи пĕрремĕш хăнăхтару – хăйсемпе паллаштарса видеоĕç хатĕрлесси. Ăна вăл тивĕçлĕ шайра йĕркелеме тăрăшнă.

ЭММА МАКАРОВА: «Мĕншĕн эпĕ Чăваш Енре пурăнатăп тесе каласа памалла. Шухăшласа çӳретĕп. Мĕн кирли Чăваш Енре йăлтах пур. Вĕренес килет-и? Вĕрен. Ĕçлес килет-и? Хăш енпе ĕçлес килет – ĕçле. Хамăр республикипех тĕрлĕ интереслĕ вырăнсем пур. Пĕтĕмпех пур».

Регион ĕçне тимлекен центрĕн редакторĕ Галина Титарчук пĕлтĕр конкурса хутшăнса «Бизнес, ведомство тытăмĕнчи учрежденийĕсем» номинацире çĕнтернĕ. Вăл та пурне те çак пултарулăх тупашăвĕнче хăйсене тĕрĕслеме сĕнет. Галина, сăмах май пирĕн ĕçтеш, Чăваш Ен наци телекуравĕнче «Республика» хыпарсен кăларăмне ертсе пынă, «Духовная жизнь» тата ытти кăсăклă программăсем хатĕрленĕ. Раштав уйăхĕнче финал иртет. Тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен экспертсем семинарсем йĕркелĕç. Çавăнта та ăсталăха туптас, тавра курăма анлăлатас, малашне хăйсем суйласа илнĕ профессире пысăк çитĕнӳ тăвас шухăшлă пресс-секретарьсене, шкулта медиатытăм енĕпе вĕренекенсене, студентсем валли йĕркеленĕ çак тупăшăва.



НТРК
27 октября 2022
18:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter