Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хăйне евĕрлĕхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ
«Чăваш Ен тата Тĕнче» пленар ларăвне тăван республикăра Раҫҫей регионĕсенче пурăнакан чăвашсем пухăннă, ют ҫĕршывсенчен те сахал мар килнĕ хăнасем, федерацин, регионăн ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем те пухăннă. Пĕр сăмахпа каласан, аталану институчĕсемпе ҫамрăксен юхăмĕнчен те йăх-ташăмăрсем килсе ҫитнĕ.
«Пирĕншĕн чи кирли, чăвашăн хăй евĕрлĕхне упраса хăварма пĕлесси, ăна ламран лама куҫарса чăвашлăхăн пĕлтерĕшне ӳстерсе пырасси», – тесе ҫапларах каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Раҫҫей Федерацийĕн Конституцийĕнче те кашни нацин йăли-йĕркипе культурине тытса пырасси пирки асăннă. Тăван чĕлхене упраса, ăна ламран лама куҫарса пыма тăрăшмалла. Кун пирки ҫирĕппĕн каланă регион Пуҫлăхĕ. Нумаях пулмасть, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думи Раҫҫейри тĕрлĕ халăхăн хăй евĕрлĕхне тытса пырасси пирки калакан ятарлă саккун пăхса хăварнине те асăннă вăл. «Пирĕн пуласлăхри тĕллевсем пысăк. Вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Ҫĕнĕрен пурнăҫа кĕрекен саккунсене тĕпе хурса, пуласлăхра палăртакан ĕҫсене паянхи пурнăҫ ыйтнă пек туса пыма пĕлмелле», – тенĕ вăл.
Ентешлĕх форумĕ пире пурсăмăра та пĕр чăмăра пухăнса кирлĕ пек ĕҫсем йĕркелесе пыма витĕм кӳрет. «Чăваш наци культурин пĕрлешĕвĕсем: ĕнер, паян, ыран» ятпа иртнĕ «ҫавра сĕтел» калаҫура пĕр-пĕринпе тухăҫлă килĕшсе ĕҫлесси пирки калакан ĕҫ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ. Раҫҫейри чăвашсем ӳлĕмрен Чăваш наци конгресcĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пырасси те куҫ кĕретех. «Пĕрлехи канашлу яланах туслăха аталантарма витĕм кӳрет. Федераци шайĕнче йышăнакан программăсемпе проектсене те хутшăнмалла», – тенĕ Пуҫлăх. Чăваш Республикин Правительстви яланах ырă ĕҫсене пурнăҫлакансене пулăшма хатĕррине хыпарланă регион Ертӳҫи.
Сăмах май, форум шайĕнче пăхса хăварнă мĕнпур проектсем пурнăҫа кĕрессине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Мероприятине пухăннă ентешсем ӳлĕмрен тата та туслăрах пурăнасса, пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлесе пырассине шанса каланă вăл. «Пуҫарусене анлăн тишкермелле, вĕсене ятарлă мероприятисемпе ҫирĕплетсе хăварсан питĕ паха», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков ентешсемпе пĕрле палăртса хунă пĕрлехи проектсем чылай пулнине каланă. Вĕсене ӳлĕмрен пурнăҫа кĕртсе пымаллине те асăннă. Мускаври Чăваш Республикин представителĕсемпе регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансен пăхса хунă пĕрлехи проектсем те ҫук мар, вĕсене те пурнăҫлассишĕн ырми-канми тăрăшмаллине палăртнă вăл.
Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче ытларах шалти туризма аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Ҫĕршывшăн та, регионшăн та чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăнине каланă вăл. «Кашнин историйĕ, Чăваш ЕНре ҫуралса ӳссе, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма пултарнă ҫын, уйрăмах ҫитĕнекен ăрушăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен тĕслĕхĕ ялан паха», – тенĕ вăл.
Туризм темине форумра Тутарстан Республикинчи Патшалăх комитечĕн Обществăлла канашĕн Председателĕн ҫумĕ, Наци курорчĕн ассоциацийĕн Правленийĕн пайташĕ Евгений Терентьев малалла тăснă. «Чăваш Ен пирки калас пулсан, унăн потенциалĕ питĕ пысăк. Санаторипе курорт йĕркелемелли базăсем те ҫук мар. Комплекссем питĕ пысăках мар пулин те, вĕсем пĕлтерĕшлĕ. Кашни регионăн хăйне евĕр паха енсем пур», – тенĕ вăл.
Мурманск облаҫĕн Губернаторĕ Андрей Чибис тата Карели Республикин Пуҫлăхĕн ҫумĕ – Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Карели Республикин яланхи представителĕ Владимир Тимофеев хăйсен сăмахĕсенче тăван республикăпа тачă ҫыхăнса, ăна май пур таран пулăшса пырассине каланă.
«Форум пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме май парать. Регионсем хушшинчи туслăха та анлăрах сарса пыма пулăшать», - тесе каланă мероприятине йĕркелесе ертсе пыраканĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.
Театр тата кино актерĕ Анатолий Гущин онлайн ҫыхăнăва тухнă форума хутшăнакансем патне. «Эпĕ Чăваш Ен ывăлĕ. Манăн анне чăваш. Эпĕ унпа чăнласах та, мăнаҫланатăп. Чăваш чĕлхине упрамалла. Ҫитĕнекен ăрăва парса хăвармалла, тăван чĕлхепе калаҫма вĕрентсе пымалла», - тенĕ.
Паллă пулăма пухăннисем регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, пуласлăхри тĕллевсем пирки те канашланă, тĕрлĕ сферăсенче пĕрне-пĕри пулăшса ĕҫлемеллине палăртнă.