Регионсен шайĕнче патриот марафонĕ иртессине хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Регионсен шайĕнче патриот марафонĕ  иртессине хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 Чăваш Енре пуҫласа, регион Пуҫлăхĕ Указне тĕпе хурса, Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалласа  Асăну кунне ирттереҫҫĕ.

Республикӑра асӑну кунне ҫирӗплетнӗ: Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен Асӑну кунӗ – юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ.

 Паян   Куславкка районĕнче Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене чысланă мемориаллă комплексра митинг иртнĕ.  

«Регионти Асăну кунне пуҫласа эпир ирттеретпĕр.  Паллă пулăма йĕркелесе ирттересси пирки ĕҫ хутне иртнĕ ҫулта алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Сăмах май, кун евĕр мероприятисене пĕтĕмпех  Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă ҫулталăкăн пысăк планĕпе тӳр килтерсе  туса пынă», – ҫирĕппĕн палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Асăннă темăна ҫулталăкĕпех тарăн ҫутатса пама тăрăшнă.  Тăван ҫĕршывăмăрăн Аслă вăрҫи вăхăтĕнчи фактсене тĕплĕн тишкерӳ тунă, паттăрсене халалласа сахал мар пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пурнăҫа кĕртнĕ.  Тыл ĕҫченĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕр асра. Атăлҫи федераци округне кĕрекен мĕнпур халăх пĕр чăмăра пухăнса, йывăрлăха парăнтарма пултарайнă, тĕрĕслĕхе ҫиеле кăларса, тĕнчере мирлĕ пурнăҫ пултăр тесе ырми-канми тăрăшнă.   

Тăшмана пирĕн тăрăха çитме парас мар тесе тарăн окоп чавса хăйсен сывлăхне шеллемесĕр тăрăшнă хĕрарăмсемпе пĕве кĕмен çамрăксене халалласа «Тылри паттăрлăх» патриотизм марафонĕ ирттереççĕ. Ăна Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалласа Чăваш тата Тутар республикисем пĕрле йĕркеленĕ.

Пирӗн асаттесемпе аттемӗрсен, асаннесемпе аннемӗрсен ӗҫри тата ҫапӑҫури хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн истори страницисенче асӑнмасӑр юлнӑ пулӑмсене тӗплӗн тӗпчесе палӑртас ӗҫе историксемпе пӗрле ача сачӗсенчи пепкесемпе шкул ачисем, студентсем, ялсемпе хуласенче тата поселоксенче пурӑнакан ентешсем хастарлӑн хутшӑнса хӑйсен пархатарлӑ тӳпине хыврӗҫ. Республикӑра ӑслӑлӑх конференцийӗсем, уҫӑ уроксем, музей куравӗсем, акцисем, фестивальсемпе конкурссем йӗркелесе ирттернӗ. Документаллӑ тата илемлӗ фильмсем ӳкернӗ, литературӑпа музыка произведенийӗсем ҫырнӑ, кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ, пӗрлехи информаци порталне туса хатӗрленӗ.

Палăртнă тĕллевсем паянхи кун та актуаллă пуса тăраҫҫĕ.  Украинăра пулса иртекен пăтăрмахсем, пурсăмăра та хумхантараҫҫĕ.  Кун пирки тепĕр хут асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Паллă, каламасăрах ҫĕнтерӳ пирĕн енче пулать.  Яланах ҫапла пулнă та. Эпир тĕрĕслĕхшĕн  кар тăнă. Мирлĕ пурнăҫ ҫитĕнекен ăрăва парнелесе хăварассишĕн пурсăмăр та ҫине тăрсах ĕҫлĕпĕр», – тесе каланă вăл.

«Пуҫланă форматпа ӳлĕмрен те  регионсемпе уҫҫăн ĕҫлесе пыма калаҫса килĕшнĕ.    Пĕрле марафон ирттеретпĕр.  Мероприятисене ахаль ҫынсене кăна мар, вăрҫăн тумхахлă ҫулĕпе утса тухнисене те, ҫамрăк яш-кĕрĕме те явăҫтаратпăр», – тенĕ вăл.  «Пирĕн ĕмĕр асра тытмалла паттăр ҫынсен ячĕсене. Вĕсемпе мăнаҫланмалла, вĕсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса, йывăрлăхсене парăнтарма пĕлмелле», тенĕ сăмаха ҫавăрса регион Пуҫлăхĕ.  Паян пулса иртекен ĕҫсене те хаклама пĕлмелле. Пуласлăх патне ăнтăлмалла, ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн яваплăха туйса, таса чунпа ĕҫлемелле», – тесе чĕнсе каланă Пуҫлăх.

Регион Ертӳҫи Олег Николаев Марий Эл Республикин Пуҫлăхне Юрий Зайцева Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалласа ирттернĕ асăну мероприятине хутшăннăшăн тав сăмахĕсем каланă.   

«Тыл ĕҫченĕсене сума сунни, вĕсене хисеплесе пуҫ тайни  - маншăн пысăк чыс.  Вĕсем пире мирлĕ пурнăҫ туса панă. Ĕмĕрлĕх вутҫулăмĕ умне чечексем хуни – вĕсене ĕмĕр аса тытса пурăннине ҫирĕплетет.  Паттăрсен мухтавлă ĕҫĕсем паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Марий Эл Республикин Пуҫлăхĕ Юрий Зайцев.    «Чăнласах та, кун пек  пысăк палăка пуҫласа ҫĕршывра хăпартнă.  Атăлҫи тăрăхне кĕрекен регионсемшĕн уйрăмах питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кун пирки пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă халăх.   Пинĕ пинĕпе халăх ҫĕр чавнă, хӳтĕлев чиккисене тунă. Пурсăмăра та мирлĕ пурнăҫ парса хăварассишĕн ватти-вĕтти хăйсене шеллемесĕр кунĕ-ҫĕрĕпе окопсенче пурăннă, шăтăксем чавнă. 380 ҫухрăм тăсăлса выртакан хӳтĕлев чиккисене тума ҫăмăлах пулман, вĕсем кунне-ҫĕрне пăхмасăр ĕҫленĕ. Вăл вăхăтра техника таврашĕ те пулман. Пур-пĕрех йывăрлăха парăнтарнă, ҫĕнтерĕве ҫывхартма витĕм кӳнĕ», – тенĕ ертӳҫĕсем.    

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева митинга пухăннисене тав тунă май, ҫитĕнекен ăрăва Тăван ҫĕршывăмăра яланах хисеплеме, уншăн яваплăха туйса таса чунпа пурăнма чĕнсе каланă, вăрҫă ветеранĕсен, тыл ĕҫченĕсен паттăрла ĕҫĕсем ĕмĕр асăмăрта пулмаллине палăртнă.  Яланах аслисене хисеплемелле, вĕсем пек пулма тăрăшса вĕренмелле, ҫĕршывăмăршăн юрăхлă ҫынсем пулассишĕн ҫине тăрсах вăй хумаллине те палăртнă сумлă ентешĕмĕрсем. Пирӗн тылри ӗҫ паттӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ темӑна Тӑван ҫӗршыва чунпа парӑннин, ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотлӑх тата ӑсхакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе воспитани памалли ырӑ тӗслӗх вырӑнне хурса халӑх хушшинче анлӑн сарас ӗҫе малалла тӑсмаллине каланӑ.
  



28 октября 2022
15:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter