Олег Николаев коронавирус инфекцине хирӗҫ вакцинаци пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен каланă

Коронавирус хăйĕн пирки манма памасть - ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Чăваш Рнспубликин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн çак темăран пуçлама тивнĕ.

Чирленисен йышĕ пысăклансах пырать. Çавна май Олег Николаев вакцинаци, дезинфекци пĕлтерĕшĕ çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Инфекци сарăлас хăрушлăх пысăк вырăнсенче маска режимĕпе усă курмалла.

«Вакцинациленни аван, хăйне лайăх енчен кăтартса пама пултарчĕ. Ҫурла уйăхĕн вĕҫĕнче тата авăн уйăхĕн ҫурринче ҫĕнĕ кăшăл вирус чирĕпе аптракансем ҫăмăллăнах чир-чĕре парăнтарма пултарчĕҫ. Ĕҫ ушкăнĕнче пысăк иммунитет пурри те куҫ кĕретех. Апла пулсан, халăх хапăл тусах вакцинациленнĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕшĕн те йывăрлăх пулмарĕ, пурне те ҫийĕнчех кирлĕ пек пулăшусем парса тивĕҫтернĕ», - ҫирĕплетсех каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ҫĕнĕ тапхăр ҫывхарса килет, ăна валли те ҫынсен хатĕрленмелле, вăхăтра профилактика ĕҫĕсене пурнăҫламалла, прививка тусан та питĕ вырăнлă. Сивĕ кунсем килсе пыраҫҫĕ, унпа пĕрле усал чир-чĕр килесси те часах пулĕ.

1-2-мĕш тапхăрсемпе пирĕн тăрăха килнĕ усал амак чирĕпе пĕтĕмпе 70-80 ҫыннăнне COVID-19 пуррине ҫирĕплетнĕ. Сиплев учрежденийĕсенче пурĕ 1 пинрен пуҫласа 2 пин таран ҫын медицина пулăшăвне илнĕ. Виҫҫĕмĕш тапхăрпа килсе ҫитнĕ усал амак чирĕпе аптракансен йышĕ те ӳснĕ, кăтарту 3,5 пин ҫынпа танлашнă. Кунне вăтамран 150 ҫын чирленĕ, кăтарту тата та хăпарни сисĕнкелет, 750 ҫынна ҫитнĕ. Амбулатори мелĕпе те сипленекенсем чылай, кăтарту 6 пинпе танлашать.

«Коллективлă иммунитет йĕркелесе ярассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Кун пирки тепĕр хут асăрхаттарса каланă Олег Николаев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче вăй хуракансене.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн ҫумĕ Сергей Тоцкий сăмаха малалла тăснă май, регионта халăха вакцинациленме пурĕ 59 пункт йĕркеленине хыпарланă. Кунсăр пуҫне сиплев учрежденийĕсенче те условисем туса панине асăннă вăл.

Регионта пурăнакан аслă ҫултисене валли пĕтĕмпе 871 пин вакцина илсе килнĕ. Яш-кĕрĕм валли – 5000 вакцина, ку асăннă вакцинăпа 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫитнисем тума пултараҫҫĕ.

Ҫĕнĕ кăшăл вирус чирĕнчен асăрханса, юпа уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне республикăра 610 238 ҫын вакцинациленнĕ.

Халăх ытларах Шупашкрта, Канашра, Патăрьелĕнче, Каҫал енре, Сĕнтăрвăрринче, Хĕрлĕ Чутайра, Канаш районĕнче, Красноармейскийĕнче вакцинациленнĕ. Апла пулсан, ку тăрăхри халăх усал амак чирĕнчен сыхланмаллине лайăх пĕлет.

Ҫулсерен грипран прививка тăвакансем те ӳссех пыраҫҫĕ. Наци календарĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Республикине 651836 доза вакцина килнĕ, ку регионта 52,9 процент таран халăха вакцинациленме май парĕ.



31 октября 2022
14:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter