«Сăр рубежĕ» тĕнче шайĕнчи опера премьери регионта иртнĕ

«Сăр рубежĕ» тĕнче шайĕнчи опера премьери регионта иртнĕ

М. Д. Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XXXII-мĕш опера фестивалĕ шайĕнче регионта премьера пулнă. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев уява уҫнă май, 2021 ҫулта Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă куна палăртса пуҫласа пирĕн республикăра премьера иртнине каланă.

Республикӑра асӑну кунне ҫирӗплетнӗ: Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен Асӑну кунӗ – юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗшĕнче.

Пĕлтĕрхи ҫул Чӑваш Ен халӑхӗн ӗҫ паттӑрлӑхӗн паллипе иртрӗ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑрапа  сакăр вунă ҫул ҫитнӗ ҫулталӑкра эпир хамӑра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хаяр кунсен юхӑмне лекнӗнех туйса илтӗмӗр. Пирӗн асаттесемпе аттемӗрсен, асаннесемпе аннемӗрсен ӗҫри тата ҫапӑҫури хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн истори страницисенче асӑнмасӑр юлнӑ пулӑмсене тӗплӗн тӗпчесе палӑртас ӗҫе историксемпе пӗрле ача сачӗсенчи пепкесемпе шкул ачисем, студентсем, ялсемпе хуласенче тата поселоксенче пурӑнакан ентешсем хастарлӑн хутшӑнса хӑйсен пархатарлӑ тӳпине хыврӗҫ. Республикӑра ӑслӑлӑх конференцийӗсем, уҫӑ уроксем, музей куравӗсем, акцисем, фестивальсемпе конкурссем йӗркелесе ирттернӗ. Документаллӑ тата илемлӗ фильмсем ӳкернӗ, литературӑпа музыка произведенийӗсем ҫырнӑ, кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ, пӗрлехи информаци порталне туса хатӗрленӗ.

«Чăнласах та, иртнĕ ҫулта эпир сахал мар курăмлă ĕҫсем туса ирттернĕ.  Паттăрсене халалласа чылай мероприяти тунă, йăх-несĕлĕмĕрсене чыс туса, курăмлă мероприятисем ирттернĕ.  Оперăра эпир  куратпăр, ҫамрăк ушкăн пулнине.  Премьерăна пуҫлса халăх патне илсе тухма пиллĕк уйăх ҫеҫ иртнĕ.  Паллă, пире ку мăнаҫлантарать.  Опера пире каялла таврăнма, вăл вăхăтри тапхăра аса илтерет.  Пурне те пысăк тав ҫакăн пек паха кăларăма хатĕрлесе халăх патне илсе ҫитернĕшĕн», -  тесе каланă уява пухăннисене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Оперăра чăнласах та, 1941-1942 ҫулсенчи пулăмсене тĕплĕн кăтартса парать.  Хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене тарăн ҫутатса кăтартнă, тыл ĕҫченĕсен тумхахлă ҫулĕсене тишкерсе, вĕсене кирлĕ пек шайра сăнарласа панă. Тăван ҫĕршывăмăрăн Аслă вăрҫинчи йывăр саманчĕсене чăвашлăх сăнарĕсемпе хайлама тăрăшнă.  

Оперăна хатĕрлеме паха ăстаҫăсене йыхравланă пулнă. Композитор тата автор – Екатерина Иванова-Блинова, либреттист – Карина Шебелян (Мускав хули), оперăн режиссерĕ – Ирина Гаудасинская,  художникĕ – Елисей Шепелев (Санкт-Петербург хулинчен), ташă ăсти – Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн  балетмейстерĕ, пĕтĕм тĕне шайĕнче иртнĕ конкурссен ҫĕнтерӳҫи Алексей Рюмин пулнă. 

Спектакле Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕн гранчĕпе пурнăҫа кĕртме май килнĕ.   Ҫĕнĕ кăларăм халăх хапăл тусах йышăннă.    



31 октября 2022
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter