Аваллăхсăр малашлăх çук

Чăваш халăх тĕрĕçине Екатерина Ефремовăна халалланă пĕтĕм тĕнчери пуçару кăçалхипе виççĕмĕш хут иртет. «Ахах-мерчен аваллăхĕ» фестивале офлайн тата онлайн мелпе йĕркеленĕ. Унта Пушкăртстанран, Тутарстанран, Самартан, Америкăран тата ытти регионтан, патшалăхран килнĕ йăхташăмăрсем йышлă хутшăнчĕç.

Чăваш çи-пуçĕнче, тĕрринче халăх кун-çулĕ, ăс-тăнĕ, мухтавĕ, шухăшлавĕ, илемлĕхе туйма пĕлни упранать. «Ахах-мерчен аваллăхĕ» фестиваль чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, пуянлăхне уçса парать. Чăваш тумĕн уявне ал ăстисем, тăван халăх культурине чунтан юратакансем пухăнчĕç.

ВЕРА АРХИПОВА: «Ăстаçăсем анатри, тури чăваш çи-пуçĕсемпе тата тулайри çи-пуçĕсемпе паллаштараççĕ. Çавăн пекех чăваш тĕррин, чăваш çи-пуçĕн кашни пайĕпе паллаштараççĕ. Эпир пархатарлă ĕç тăватпăр. Фестивалĕн пĕлтерĕшлĕ питĕ пысăк, анлă. Чăваш тĕррин çи-пуçне анлăн уçса парать».

Фестивальте пухăннисем Чĕмпĕрте пурăнакан Татьяна Серебрякован, Любовь Вазюкова, Зинаида Воронова ăстасен ĕçĕсемпе паллашма пултарчĕç. Елена Шурту çак тумсене курса киленнĕ май хăйĕн ачалăхне аса илчĕ.

ЕЛЕНА ШУРТУ: «Пушкăрт çĕршывĕнче çуралса ӳснĕ. Ĕлĕк-авал аннесем эпĕ пĕчĕккĕ чухне пирĕн сурпан вĕçĕсем питĕ нумайччĕ арчара. Ялан уçса пăхаттăмччĕ. Паллах, вĕсене ăнланман ун чухне. Мĕн валли кирлĕ пулнă вĕсем. Аннен, кукамайăн питĕ нумай чăваш кĕписем. Эпĕ вĕсене ĕçе тухса кайсан сак çине хуратчĕ. Тĕлĕнтеретчĕ. Мĕнле хитре тумсем тесе».

Аякра пурăнакан йăхташăмăрсем инçе çула кĕскетсе Беларуç Республикинчен, Америкăран тата ытти регионтан Чăваш Ене çитнĕ. Инçетре пулсан та чăвашлăха упраса хăварма нумай вăй хураççĕ. Тĕрлĕ уявра тăван халăх çи-пуçне тăхăнса чуна йăпататпăр теççĕ.

ЛЮБОВЬ ПАВЛОВА: «Лизианăра, Çĕнĕ Орлеан штатĕнче. Унта пирĕн Флоридăра, Майамире, Нью Йоркра йăхташсем пур. Валентина Егорова, Надежда Сандыркина. Илсе килтĕм пысăк салам пĕтĕм чăваш халăхне».

«Ахах-мерчен аваллăхĕ» фестиваль авалтан упранса çирĕпленнĕ ал-ĕç йăли-йĕркине упраса хăварма, çитĕнекен ăрăва тăван культура патне туртăнма, ăстасен пĕлĕвне сарма пулăшасса шанаççĕ ăна йĕркелекенсем.



НТРК
02 ноября 2022
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter