Чăваш Республикин Правительствин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çул çӳревпе Мускавра пулчĕ. «ТАСС» информаци агентствин ыйтăвĕсене хуравларĕ. Пĕрремĕш ыйту – тулли мар мобилизаципе кайнă салтаксем пирки пулчĕ.
Раççейри тĕрлĕ регионтан ятарлă çар операцине 300 пин ытла çын хутшăнать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăван çĕршыв чысне хӳтĕлеме каякансене, вĕсен çывăх çыннисене правительство пур енлĕн пулăшу пама тăрăшни, социаллă тĕревсемпе тивĕçтерни çинчен каласа пачĕ. Тулли мар мобилизаци çĕршыври ытти регионти пекех Чăваш Енре те вĕçленнĕ. Йывăрлăхсемĕр иртмен, çапах та ума лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр тесе пĕтĕмлетрĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Никам та çак тивĕçрен пăрăнман, çапах та нумай ачаллă 8 ашшĕне, экономикăпа промышленность тытăмне аталантаракан пысăк предприятисенче вăй хуракансене каялла тавăрма тивнĕ. Ку тата ытти ыйтăва сӳтсе яврĕç вĕсем «ТАСС» информаци агентствинче.