Йывăрлăх кăларса тăратнă объектсен реестрӗнчен ҫулталăк пуҫланнăранпа Чăваш Енĕн ултӑ объектне кăларнă

Йывăрлăх кăларса тăратнă объектсен реестрӗнчен  ҫулталăк пуҫланнăранпа Чăваш Енĕн ултӑ объектне кăларнă

2022 ҫул пуҫламăшĕ тĕлне йывăрлăх кăларса тăратнă предприятийĕсен реестрĕнче  Чăваш Республикин 16 объектне палăртса хăварнă.  Вăл ҫуртсенче халăх пая кĕрсе хăйсен укҫине тăкакланă пулнă. Пĕтĕмпе палăртнă объектсенче 2 367 граждан ҫак йывăрлăха кĕрсе ӳкнине палăртнă.  Паянхи куна калас пулсан, тăхăр ҫурт тесе йышăнса хăварнă, вĕсенче пурĕ  1 932 ҫын пур-пĕрех йывăрлăха тӳсни куҫ кĕретех.    

2022 ҫул вĕҫлениччен 175 гражданинăн правине хӳтĕлеме тивет.  Икĕ объектра  -  Шупашкарти «Альянс-Недвижимость» тулли мар яваплă обществăра тата «ТК-Снабжение» суту-илӳпе офис центрĕн  тулли мар яваплă обществăра ыйтусене уҫăмлатмалла.

Юлнă объектсенчи лару-тăрăва  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев видео ҫыхăну мелĕпе территорисене аталантарассипе ĕҫлекен фондпа пĕрле сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов хăйĕн сăмахĕнче территорисене аталантарма тĕрев паракан фонд «Альянс-Недвижимость» ТМЯО объектĕнчи 167 ҫынна, пая кĕнисене, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнчен компенсаци парса пулăшасси пирки йышăнăва тунине пĕлтернĕ. «ТК-Снабжение» ТМЯО суту-илӳ центрĕ застройщиксен вăй-хăвачĕпе ĕҫе вĕҫне-хĕрне тухма палăртнă.  Объекта 2022 ҫулта чӳк уйăхĕнче вĕҫлеме  тĕллев лартнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Реестрти юлнă сакăр объекта 2023 ҫул вĕҫленнĕ тĕле тĕпрен пурнăҫа кĕртме палана кĕртнине асăннă.   

Территорисене аталантарса пырассипе ĕҫлекен фонд йышăнăвĕ тăрăх, виҫĕ объектра строительство ĕҫĕсене тĕпрен пурнăҫа кĕртме пăхса хăварнă.  Объектсенче строительство-монтаж ĕҫĕсем пыраҫҫĕ.  Графикпа килĕшӳллĕн, «АЛЗА»  ТМЯО – 2023 ҫулта 3 кварталта объекта хута ярĕ, «ПОБЕДА» ТМЯО -2023 ҫулта кăрлач уйăхĕнче,  «Фирма«СТАРКО» ТМЯО – 2023 ҫулта 3 кварталта.     

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ территорисене аталантарассипе ĕҫлекен фонд патне ходатайствăпа тухнă.  Тăватă объект «СЗ «Лидер» тулли мар яваплă обществăн, «СЗ «Грандстрой»  тулли мар яваплă обществăн объекчĕ пирки конкурс производствин процедурине туса хума ыйтса ҫырнă.    Палăртнă объектсенче пая кĕнĕ ҫынсем  - 1393.  Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн ларăвĕнче «СЗ «Лидер»  ТМЯО панкрута кăларасси ыйтăва 2022 ҫулта чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче пăхса тухма пăхса хăварнă, «СЗ «Грандстрой» ТМЯО – 2022 ҫулта раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче лару пулĕ.        



02 ноября 2022
18:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter