Хушма 15 предприяти Чӑваш Енри системӑллӑ организацисен переченьне кӗме пултарать

2022  ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнă переченьне пĕтĕмпе 76 организацине кĕртнĕ. Ҫурла уйăхĕнче вĕсен йышне тата 20 организаци хутшăннă.  Ҫапла майпа ытти хăш-пĕр организацисене шута илсен пурĕ система тăвакан 111 организаци шутланса тăрать республикра.  187 субъекта пысăк предприятисен йышне кĕртесшĕн, всен статусне ҫирĕплетме хатĕрленнĕ, предприятисем пĕтĕмпех Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне вăй илтерме пулăшаканнисем.

Кун пирки ырă хыпара Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  санкцисен пусăмĕнче экономикăна аталантарма пулăшакан штаб президиумĕн  ларăвĕнче каланă.  

Кун йĕркинчи ыйтусем - регион экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ организацисене кредит парасси, кредит каникулĕсем вăя кĕни, патшалăх закупкисен ĕç-хĕлне ансатлатни, бизнес тĕлĕшпе административлă чăрмавсене сирни, вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелекен предприятисене компенсаци памалли вăхăт тăсни тата ытти те.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Надежда Столярова мĕнпур палăртса хунă организацисемпе предприятисем регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пысăк витĕм кӳнине палăртнă.  Пуласлăхри тĕллевсем тата та пысăк, ҫĕнĕ йышши предприятисем йĕркелесе ярасси те куҫ кĕретех, ĕҫ хучĕсене те хатĕрленине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Федерацин реестрĕнче  Чăваш Енĕн система тăвакан организацийĕсем 27 шутланаҫҫĕ. 2022 ҫулта вĕсен йышĕ курăмлăнах ӳснĕ. Федераци уйăракан ҫăмăллăхсемпе 12 предприяти усă курма пултарайрать.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионта экономика пĕр тикĕс лайăх аталанса пытăр тесе, ҫĕршыври лару-тăрăва шута илсе, грант пулăшăвĕсене парса тивĕҫтерме йышăну тума чĕнсе каланă. Нормативлă право ĕҫ хучĕсене ҫитес вăхăтсенчех йĕркене кĕртсе пĕтермеллине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Штаб ҫумĕнчи ĕҫ ушкăнĕсен ертӳҫисем регионта пурĕ 14 тĕрлĕ ҫăмăллăх мерисем йышăнса хăварнă.   

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Надежда Столярова хăйĕн сăмахне малалла тăснă май, федерацин пулăшу мерисене тĕпе хурса, Чăваш Ен пĕтĕмпе 1,7 млрд тенкĕ тĕрев илессине хыпарланă.  Вăл укҫа-тенкĕ транспорт инфратытăмне ҫĕнетсе улăштарса пыма, М-7 «Атăл» автомашина ҫулне сарма, хăш-пĕр объектсене реконструкцилеме тăкакланасси те куҫ кĕретех пулассине асăннă. Паллă, палăртса хунă мĕнпур объектсене пĕтĕмпех «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проектне тĕпе хурса пурнăҫласа пырĕҫ.   Федераци енчен куҫакан хушма пулăшу мерисемпе регионти пысăк предприятисем те усă курса пыма тăрăшнине пĕлтернĕ ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлкан.   2022 ҫулта тĕрлĕ программăсемпе килĕшӳллĕн, предприятисемпе организацисем 9,7 млрд тенкĕлĕх кредит илнĕ. Система тăвакан организацисем пурĕ 6 кредит тивĕҫнĕ, вĕсен калăпăшĕ 1,6 млрд тенкĕпе танлашнă.  Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви пăхса хăварнă программăпа килĕшӳллĕн,  пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлекен Чăваш Енри 23 предприяти  3 млрд тенкĕлĕх пулăшăва илнĕ. Ҫăмăллăх кредичĕпе проектсене пурнăҫа кĕртессинче тăкакланнă.  Кун пек тĕреве илес текенсен йышĕ тата та пур-ха, вĕсем – 38. Хальхи вăхăтра ĕҫ хучĕсене йĕркене кĕртсе хăварассипе тăрăшаҫҫĕ.

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне, вак бизнеса пулăшассипе ĕҫлекен Агенство вак тата вăтам предприниательлĕхе тĕрев парас тесе 971,3 млн тенкĕллĕх пулăшу куҫарса панă. Вĕсемпе 375 субъект хăйсен бизнесне аталантарма усă курнă.   Ытти пулăшу мерисем те чылай вĕсемпе те хапăл тусах усă кураҫҫĕ регионти предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансем.  Палăртма кăмăллă, юлашки вăхăтра  вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене сăлтавсăрах тĕрĕслев туманни.  Ку тĕлĕшпе кăтарту 2,5 хут пĕчĕкленнĕ тесе ырă хыпара палăртаҫҫĕ ятарлă ведомство ĕҫченĕсем. 7 уйăх хушшинче пурĕ те 282 тĕрĕслев ҫеҫ ирттернĕ.  Вак тата вăтам бизнес лайăх аталанса пытăр тесе, регионта кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе ҫитерме тăрăшаҫҫĕ.   



02 ноября 2022
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter