Халăхсен пĕрлĕхĕ - чи пысăк пуянлăх
Раççейре пурăнакан вун-вун халăх çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса, пулăшса, тăнăçлăхра пурăннинчен хаклăраххи нимĕн те çук. Чӳк уйăхĕн тăваттăмĕшĕнчи уяв çакна курăмлă çирĕплетет. Тĕрлĕ патшалăхран Чăваш Ене куçса килнисем паянтан Раççей Федерацийĕн çыннисем шутланатаççĕ.
Марина Дигалевич пирĕн ентеш. Вăл Чăваш Енре çуралса ӳснĕ, çамрăк чухнех Украинăри Харьков хулине пурăнма куçнă. Унта вăл хăна çуртĕнче администратор пулса ĕçленĕ. Ятарлă çар операци пуçлансанах Чăваш Ене каялла таврăнма шухăшланă. Тинех ăна Раççей гражданствине пачĕç. «Çак самантра питĕ хухмантăм, çапах та тинех ĕмĕт пурнăçланчĕ», – тет вăл. Миграци службинче ĕçлекенсене документсене хăвăрт хатĕрлесе панăшăн чунтан тав тăвать. Халĕ вăл тăванĕсем патĕнче пурăнать, малашне Чăваш Енре тĕпленесшĕн. Хăйĕн юратнă ĕçĕнче малалла вăй хурасшăн.
АНАСТАСИЯ ЛАВРЕНТЬЕВА: «Паян 7 çын Раççей гражданĕ пулса тăчĕç. Вĕсем Азербайджанран, Иракран, Украинăран, Таджикистанран, Турменистанран килнĕ. Вĕсене пурне те çак ятпа саламлатпăр. Чăваш Ере ăшшăн йышăнтăмăр».
Çулталăк пуçланнăранпа Раççей гражданствине илекенсен шучĕ 3 хут нумай ӳснĕ. Вĕсен йышĕ 1500 таран çитнĕ.