Мобилизацие лекнисен çемйисене пулăшаççĕ

Социаллă тата психологи пулăшăвне кӳресси, ачасене шкулсенче тӳлевсĕр апат çитересси тата ытти те. Чăваш Енре тулли мар мобилизацие лекнисене те, вĕсен çемйисене те пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпех 2 эрне каялла республикăри пур район-хулана та çыхăнтарса тăракан координаци центрне йĕркеленĕ. Мĕнлерех усă кӳрет вăл тата унта епле майпа çитмелле? Кун çинчен теплĕнрех черетлĕ сюжетра пĕлĕпĕр.

Çакншакал шăнкăравсем координаци центрне кунсеренех килеççĕ. Хальхинче ак Шупашкарта пурăнакан Ольга Петровна пирĕн салтаксем валли ăшă нускисем çыхса хатĕрленине пĕлтерчĕ, вĕсене килсе илме ыйтрĕ. Ырă чунлă кинемейсене те, мобилизацине лекнĕ Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен çемйисене те республикăра йĕркеленĕ координаци центрĕнче пулăшма яланах хавас.

РЕНАДА ФЁДОРОВА: «Районта ĕçлекен координаци центрĕсемпе ĕçлетпĕр. Кашни кунах эпир пĕтĕм информацине хамăр пата пуçтаратпăр, мĕн чуль çемье, мĕнпе пулăшу памалла вĕсене, мĕнле пулăшусем панă. Кашни çемье çинех пирĕн халь социаллă паспортсем хатерленĕ, мобилиазцине лĕкнĕ çемьесен реестрĕ пур пирĕн патра».

Координаци центрĕ кӳрекен пулăшупа кунсеренех вун-вун çын усă курать. Вĕсен йышĕнче – Патăрьел районĕнчи Степан Иванович та.

СТЕПАН: «Ĕçе вырнаçма пулăшрĕç. Хамăр ялти шкула охранника вырнаçтарчĕç. Халĕ ĕçлеме тытăнтăм. Çак вăхăтрах кочегара, оператора вĕрентеççĕ, районтан пулăшаççĕ тӳлевсĕр».

Мобилизацие лекнĕ кил-йышсене хастар кинемейсем, «экспресс асаннесем» те пулăшаççĕ. Татьяна Тихонова кĕмĕл волонтёр, сăмахран, пĕр çемьене ача пăхма пулăшать. Çак ĕç уншăн йывăр мар, çапах та хĕрача амăшĕшĕн пысăк пĕлтĕрĕшлĕ пулнине палăртать вăл. Координаци центрĕ кашни кунах ирхине 8:00 сехетрен пуçласа 17:00 сехетчен ĕçлет. Вăл Шупашкар хулинче, Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕн урамĕнчи 21-мĕш «а» çуртра вырнаçнă. Специалистсем патне 51-27-30 номерпе шăнкăравласа тухма май пур. 



НТРК
03 ноября 2022
16:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter