Регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă
Б.Хмельницкий урамĕнчи 50-мĕш №-лĕ авариллĕ ҫуртран халăха урăх ҫĕре вырнаҫтарассине асăннă Олег Николаев. Хĕрлĕ Чутайри ҫула, Муркаш районĕнчи ача садне тата Канаш районĕнчи Алешево ялĕнчен ачасене шкула ҫити автобуспа илсе ҫиерессипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.
Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Надежда Фиалкова Чăваш Республикин Пуҫлăхĕнчен Б.Хмельницкий урамĕнчи 50-мĕш ҫурт шăпи пирки ыйтса пĕлнĕ. Асăннă объекта 2015 ҫулта аварийлĕ тесе йышăну туса хăварнă имĕш.
Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче кашни палăртнă ҫурта вăхăт иртнĕ ҫемĕн пăрахăҫласа пынине каланă. Унта хăй вăхăтĕнче пурăннисене 2023 ҫулта пуш-ака уйăхĕсенче ҫĕнĕ ҫуртсене вырнаҫтарса пĕтерессине хыпарланă вăл ҫынсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ вăхăтра.
«Эсир калакан ҫурт, чăнласах та аварийлĕ ҫуртсен йышĕнче. Ăна регион программине кĕртнĕ. Сире шантарсах калатпăр, ҫĕнĕ хваттерпе тивĕҫтерме плана кĕртнĕ», – тесе ырă хыпара каланă регион Пуҫлăхĕ.
Кăҫал ҫĕртме уйăхĕнче Н.И.Ашмарин урамĕнче нумай хваттерлĕ ҫурт хăпартаҫҫĕ. Шупашкар хулин администрацийĕ «СЗ «Ипотечная корпорация Чувашской Республики» АО муниципаллă контракта та алă пусса ҫирĕплетнĕ. Олег Николаев ҫĕнĕ ҫурта куҫарма палăртнă ҫынсене кирлĕ пек хыпарсемпе тивĕҫтермеллине асăннă. Халăхăн строительство ĕҫĕҫсене ҫирĕп тĕрĕслесе пымалла, объектăн пахалăх шайне те курса ĕненмелле. Кун пирки тепĕр хут палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ.
Хĕрлĕ Чутайĕнче автомашинăсене ҫӳретмелли ҫул. Объектăн строительство ĕҫне те ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Кун пирки пĕлтернĕ чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Юля Федоровăпа Раиса Соколовăна.
Чăваш Республикин транспорт министерстви палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра объектăн проектпа смета ĕҫ хучĕсене хатĕрлеҫҫĕ. Чăваш Республикин республика бюджетне тӳрлетӳсем кăртсе хăварнă май, хушма укҫа-тенкĕ уйăрма пултарасси те куҫ кĕретех пулĕ.
«Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Иван Михопаров ҫула графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртнипе кĕртменнине ҫирĕп тĕрĕслеве илĕ. Ҫитес вăхăтсенчех строительство ĕҫне пуҫарса ярасси те паллă. Территоринче ял хуҫалăх пайне вăй илтерсе пырассипе те хастар тăрăшаҫҫĕ. Ҫитес ҫулта объекта пурнăҫа кĕртме план тăвăпăр», – тесе каланă Олег Николаев.
Муркаш районĕнчи ача сачĕ. Ку объекта ҫитес икĕ ҫулта пурнăҫа кĕртме палăртса хунă ертӳҫĕсм. Ырă хыпара республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Светлана Никитинăна пĕлтернĕ. Хăрарăма уйрăмах ача сачĕ пирки ыйту кăсăклантарать, мĕншĕн тесен вăл виҫĕ ача ура ҫине тăратма вăй хурать. «Проектпа смета документа епле хатĕрленинчен нумай килет. Ҫитменлĕхсене ҫулталăк вĕҫлениччен пĕтĕмпех пĕтерме тăрăшмалла. Тен вара, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, объектăн строительство ĕҫне ҫитес ҫулта тытăнма та юрĕ. Ҫирĕппĕнех калама пултаратпăр, 2024-мĕш ҫулта ача сачĕ пурнăҫа кĕрессине», – тенĕ вăл. Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерстви палăртнă тăрăх, объект пысăккă пулать, кунта харăсах 160 ача вырнаҫтарма май пулĕ.
Канаш районĕнче пурăнакан нумай ачаллă амăшĕ Наталия Иванова ачасене шкула илсе ҫӳретме кирлĕ пек услови пулĕ-ши тесе ыйтса пĕлнĕ республика Пуҫлăхĕнчен. Алешево ялĕнчен Хучельти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула ача-пăчасене ҫӳреме ҫăмăлах мар имĕш. Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерствине ятарлă хушу панă асăннă ыйтăва уҫăмлатма. «Татса парăпăр, Сирĕн ыйтăвăра», – тесе уҫҫăн каланă вăл.