Республика Пуçлăхĕ халăхпа тĕл пулчĕ

Вырăнта татса парайман ыйтусемпе çынсем республика Пуçлăхĕ патне килеççĕ. Олег Николаев çакнашкал тĕл пулусем тăтăшах ирттерет. Паян Чăваш Ен ертӳçи Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи çул-йĕр строительствине, Муркаш районĕнче ача сачĕ туса парасса кĕтекенсен, юхăннă çуртра пурăнакансен тата ыттисен ыйтăвĕсене тишкерчĕ.

Юлия Федоровăпа Раиса Соколова Хĕрлĕ Чутай районĕнчен килсе çитнĕ. Хусанушкăнь тата Тури Çĕрпӳкасси ялĕсене пĕрлештерекен çулсем шăтăк-путăк ăшне путнипе кăмăлсăр вĕсем. Арканнă çул çуран çӳрекенсене, водительсене те йывăрлăх умне кăларса тăратать. Олег Николев ку ыйтупа ĕçлеме пуçланине каларĕ.

– Эпир çак çула плана кĕртесшĕн. Хальĕхе укçине уйăрса хуман. Çитес вăхăтра проектно-сметная документаци экспертизăран тухса пĕтет. Çавна тухса пĕтсен кăна укçине пăхса хăварма пултаратпăр. Килес çул если экономика япăхланса каймасан март уйăхĕнче укçине палăртса хăваратпăр та тен килес çулах строить тума пуçлатпăр. Муркаш районĕнчен килнĕ Светлана Никитина çĕклекен ыйту та çивĕч. 3 ача амăшĕ Москакасси ялĕнче ача сачĕ çуккипе килнĕ йышăну пӳлĕмне.

 – Инçе каятпăр, халь вĕренме çӳретпĕр. Автобуспа каятпăр. Кайран çуран утатпăр. Ачисем нумай.

– Шел пулин те, проектно-сметная документация экспертизăран тухаймасть. Апла пулсан хатĕрленӳ ĕçĕсене япăхрах ирттерсе пыраççĕ. Сирĕн ыйтупа эпир тепĕр хутчен контроле илетпĕр. Пирĕн тĕллевĕ çак проектно-сметная документацисене туса пĕтерсе кирлĕ енлĕ экспертизăсем илес пулать. Вара килес çул эпир мĕн тумаллине тишкерсе ăнланма пултаратпăр. Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамĕнчи 50-мĕш çурта 2015-мĕш çулта юхăннисен шутне кĕртнĕ. Ăна «çынсене юхăннă çуртран куçармалли» программăна кĕртнĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Надежда Ивановнăна çитес çул, ака-пуш уйăхĕсенче çĕнĕ хваттерпе тивĕçтерме шантарчĕ. Паян татса парайман ыйтусене вара министерствăсемпе ведомствăсем пăхса тухĕç. Республика Пуçлăхĕ вĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрĕ. 



НТРК
03 ноября 2022
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter