Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе  саламлани

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе саламлатăп!

Пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пĕрлешнĕ халăх вăйлă. Пирĕн Тăван çĕршыв кун-çулĕнче тĕрлĕ çынсен пĕрлĕхĕ инкек-синкеке сирме, пысăк çитĕнӳ тума пулăшнине кăтартакан тĕслĕх питĕ нумай. Раççейри ытти халăхпа танах чăвашсем те çĕршыв историйĕнче çутă йĕр хăварнă. Эпир нимелле Тăван çĕршыв умĕнчи йывăрлăхсене парăнтарнă, умри тĕллевсене пурнăçланă.

Паян та республикăри кашни çын Раççей шăпишĕн тата пуласлăхĕшĕн пăшăрханать. Халĕ нихçанхинчен ытларах Раççей халăхĕсем, тĕрлĕ ăру, политика юхăмĕ тата професси çыннисем чăмăртанни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлехи вăйпа кăна эпир истори чăнлăхне, Раççей суверенитетне тата территорие сыхласа хăварма, тулаш вăйсене хирĕç тăма пултарăпăр. Аслă ăрусен паттăрлăхне асра тытни, килĕшӳре пурăнни тата нумай нациллĕ пуян культура пире вăйлă тата никам çĕнтерейми халăх пулма май парать. Пĕрле эпир темĕн те тума пултаратпăр!

Хисеплĕ ентешсем, сире сывлăх, ырлăх тата ăнăçу сунатăп! 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                     Олег Николаев



04 ноября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter