РФ Правительстви Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑм экономика зонине йӗркелеме ĕҫ хутне ҫирӗплетнӗ

Чăваш Ен территорийĕнче «Новочебоксарск» ятарлă экономика тăрăхне йĕркелесе ярасси пирки проект пирки Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви ĕҫ хутне ҫирĕплетнĕ.  Палăртнă йышăнăва РФ Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин алă пуснă, документа РФ ПРавительствин сайтĕнче вырнаҫтарнă.

«Новочебоксарск»  ОЭЗра хими предприятийĕсем, йывăҫран тирпейлсе кăларассипе ĕҫлекен организацисем, апат-ҫимĕҫ таварĕсене туса кăларакан предприятисем пуласси те паллă.  Пĕтĕмпе асăннă территоринче 5 компани вырнаҫтарĕҫ.  Пурĕ 13 млрд тенкĕллĕх инвестици хывĕҫ, 1 пин ытла ҫын валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленĕҫ.

Аса илтеретпĕр, 2022 ҫулта юпа уйăхĕнче РФ Правительствин вице-премьерĕ Юрий Трутнев Чăваш Республикин заявкине ырланăччĕ.  Ĕҫ ушкăнĕн ларăвне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă пулнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче пирĕн регион тăратнă ĕҫ хутне федераци шайĕнче пысăк тĕрев панине асăннă. Чăваш Республикин Правительствипе РФ Правительстви пĕр-пĕринпе ăнланса килĕштерсе ĕҫленине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Пысăк ĕҫ. Ҫĕнĕ Шупашкарта социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне чылай витĕм кӳрĕҫ ҫĕнĕрен хута каякан предприятисемпе организацисем.  Пиллĕк резидент пуласси паллă. Пĕр пинрен кая мар халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленĕҫ.  Хулара пурăнакансене валли  сахал мар пысăк пулăшу», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.

Предприятисемпе организацисен патшалăх енчен хăш-пĕр ҫăмăллăхсем те пулĕҫ.  Налукпа ҫыхăннă ыйтусем хăшĕ-пĕрисем ҫăмăланĕҫ. «2022-2024-мĕш ҫулсенче инфратытăма тĕпрен ҫĕнетсе улăштарасси те планра пур. Пĕтĕмпе 19 объекта реконструкцилеме палăртса хунă.  Ҫĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăҫа кĕртме 2,3 млрд тенкĕлĕх тĕрев пуласси те паллă», – ҫирĕппĕн каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«ОЭЗ проекчӗсенчен пӗри – пластиксене тирпейлесе кăларма витĕм кӳрекен производство, вӑл экологи ыйтăвне уҫăмлатма пулӑшать. Ҫакӑ вӑл эпир юлашки вӑхӑтра республикӑра уйрӑм тимлӗх уйӑрни – пахалӑхлӑ тата тӗплӗ аталану. Пирӗншӗн ку экономика ӳсӗмӗн ҫитӗнӗвӗсем ҫине таянмалли граждансен пурнӑҫӗн лайӑх условийӗсене йӗркелемелли утӑм. Ҫав принципах эпир 2023 ҫулта йышӑнакан Чӑваш Республикин экономикин ҫирӗп аталанӑвӗн Концепцине хыврӑмӑр", –  тесе ăнлантарса панă  Чӑваш Ен промышленноҫпа энергетика министрӗ Александр Кондратьев.



07 ноября 2022
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter