Граждан оборони енӗпе ӗҫлекен команда-штаб вĕрентĕвĕсене Олег Николаев старт панӑ

Граждан оборони енӗпе ӗҫлекен команда-штаб вĕрентĕвĕсене Олег Николаев старт панӑ

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе вĕрентӳ тапхăрĕ регионта  хĕрӳ пырать.  Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсенче влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсен яваплăхне ӳстерессипе ҫыхăннă ыйтăва тата та лайăхрах йĕркелесе пыма вĕрентес тĕллевпе, ятарлă ҫар операцийĕсене пурнăҫланă вăхăтра тимлĕхе ӳстерессипе туса пыраҫҫĕ мĕнпур  вĕрентĕве. 

Вĕрентӳ теми – Чăваш Республикин территорийĕнче граждăнла оборона ĕҫĕсене йĕркелесе пыма хăнăхса пырасси.  Команда-штаб теренировкисене федерацин влаҫ органĕсен регионти управленийĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем, предприятисемпе организацисенче ĕҫлекенсем хутшăнаҫҫĕ.

«Паянхи пурнăҫ таппи ыйтакан ыйтусенчен пĕри – граждăнла оборона ĕҫĕсене йĕркелесе пыма хăнăхса пырасси», -  тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче оперативлă лару вăхăтĕнче.

Регионти инкек-синкексенчен сыхланмалли лару тӑру ҫирӗплӗхӗ чӑн малтанах кӑткӑс та синкерлӗ лару-тӑрура хӑвӑрт та тухӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлнинчен, халӑх хушшинче   кĕтмен пăтăрмахсене асӑрхаттарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе тӗллевлӗн пурнӑҫласа пынинчен  лару-тăру лайăх пулса пырасси пĕтĕмпех килет.

Вăл каланă тăрăх, халăха кирлĕ пек мĕнпур тĕрĕс хыпарсемпе туххăмрах пĕлтерсе тăрасси  чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Халăха вăхăтлăха кирлĕ пек объектсене вырнаҫтарма вĕрентесси те пĕлтерĕшлĕ.  Харпăр хăй хӳтлĕх хатĕрĕсемпе те ҫынсене тивĕҫтермелле, енчен те кĕтмен ҫĕртен инкек сиксе тухсан. Апла пулсан, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме кирлĕ пек мĕнпур службăсен яланах хатĕр пулмалла.   Ҫынсене пушартан анчах мар, ытти кĕтменлĕхсенчен те кулленех сыхă тăмалла. Тимлĕхе ҫухатма никамăн та ирĕк пулмалла мар, кашни ҫыннăн ҫакна лайăх асра тытмалла. 

Ыйту питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ытларах чухне хӑрушӑ лару-тӑрура ӗҫлемелле пулнӑран  пурин те ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне ҫӑлса хӑварма май паракан йышӑнусене васкавлӑн тума тивет. Пысӑк ӑсталӑхпа хӑюлӑх, паттӑрлӑхӑр тата инкекре яланах пулӑшма хатӗр пулни, йывӑр самантра кал-кал ӗҫлеме пӗлни  инкексенчен ҫăлăнса юлма май парать.

Пушарӑн хаяр та кӑра вӑйӗпе кӗрешме, йывӑр лару-тӑрура ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма, тӗрлӗ пурлӑхпа ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварма паттӑр та хӑюллӑ ҫынсем кӑна пултараҫҫӗ. Хӑрушӑ самантра пулӑшма яланах хатӗр чӑн-чӑн профессионалсем инкексене вăхăтра сирсе яма витĕм кӳрĕҫ.      



08 ноября 2022
14:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter