Мобилизациленнисене пулăшу

Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тулли мар мобилизацие лекнисене пĕр хутчен тӳлев парассине пĕлтернĕ. Пулăшу регион шайĕнче пулĕ. Вăл 50 000 тенкĕпе танлашать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, кун çинчен калакан йышăнăва алă пуснă хыççăн укçа-тенкĕ мобилизациленнисем патне кĕске вăхăтра çитмелле. Çар çыннисенчен чылайăшĕ хăйсем тĕллĕн япаласем туяннă.

«Пулăшу тăкаксене саплаштарма вырăнлă пулĕ», – палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çар çыннисем патне килекен тăванĕсен вĕренӳ чаçĕсене эрех-сăра илсе кĕме юрамасть. Салтаксене кирлĕ пулăшу парассипе Чĕмпĕр облаçĕнче Республика Пуçлăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. 



НТРК
08 ноября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter