Олег Николаев выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе пурнăҫа кĕрекен икӗ инвестроектпа кăсăкланнă

Олег Николаев выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе  пурнăҫа кĕрекен икӗ инвестроектпа кăсăкланнă

Хĕрлĕ Чутай районĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Коминтерн» ЯХПКра пулнă, пăрусене валли хута кайнă ҫĕнĕ фермăпа  кăсăкланнă.  

Пăрусен фермине кăҫал ҫĕлартнă, кунта харăсах 500 пăру вырнаҫтарама май пур.  Кооперативăн ертӳҫи Альбина Новикова хăйĕн сăмахĕнче, ҫакнашкал ферма виҫҫĕмĕш хута кайнине пĕлтернĕ.  Проектсене пурнăҫа кĕртме пĕтĕмпе 310 млн тенкĕ тăкакланине асăннă хуҫалăхăн ертӳҫи.     2022 ҫулта  ял хуҫалăх енĕпе ĕҫлекен предприятине субсиди мелĕпе пурĕ 37,1 млн тенкĕ куҫарса панă, вĕсенчен федераци хыснинчен – 8,3 млн тенкĕ,  республика бюджетĕнчен – 28,8 млн тенкĕ куҫарса панă.

«Проекта пурнăҫа кĕртни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Эпир патшалăх енчен куҫарса паракан тĕрев – пысăк технологиллĕ хатĕрсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма пулăшать ҫĕр ĕҫченĕсене.  Ялсенче фермăсем ҫĕкленсен, выльăх-чĕрлĕх шучĕ ӳссен, халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ пуласси те куҫ кĕретех. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă хуҫалăха ертсе пыракан», - халăхăн шалу укҫи те пысăк тесе асăннă вăл сăмаха малалла вакланă май.  «Апла пулсан, ĕҫ укҫи пысăк пулсан, яла ĕҫлеме вырнаҫакан ҫамрăксем те сахал марри куҫ кĕретех.  Пĕлсех тăратпăр, республика, район, ял тăрăхĕсенче тăрăшакансем пĕрне-при ăнланса килĕштерсе ĕҫлесе пырсан, ҫитĕнӳ пуласси те часах», – тесе сăмаха ҫавăрнă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Ялăн сăн-сăпачĕ улшăнать, пурăнма хăтлă условисем те йĕркеленĕҫ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕнĕ фермăпа паллашнă май, сăвăнакан ĕнесене тытмалли ятарлă уйрăма та кĕрсе тухнă.  Выльăх-чĕрлĕхпе кунта тăрăшакансем хăйне евĕр технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Сĕтĕн пахалăх шайне те тĕрĕслесех тăраҫҫĕ специалистсем, вăтамран пĕр ĕнерен  7 229 кг суса илеҫҫĕ талăкне.  Паллă, кăтарту пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарас пулсан 32 процент пысăк пулни куҫ кĕретех.  2022 ҫул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх,  пĕр ĕнерен 6 пин тонна  ытла сĕт сăвăмне тăвасси те планра пур хуҫалăхра тăрăшакансен.

«ВДС»  тулли мар яваплă обществăра Ҫĕрпӳ районĕнче регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев инвестици проекчĕ епле пурнăҫа кĕнипе кăсăкланнă.  Кунта 1000 сăвăнакан ĕне тытмаллăх ятарлă ферма хута каять, инвестициллĕ проектăн хакĕ 335 млн тенкĕпе танлашать.

«ВДС»  тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Анатолий Федоров хăйĕн сăмахĕнче икĕ ферма пирки каласа кăтартнă.  Вĕсене инвестициллĕ проектсене тĕпе хурса хăпартнине хыпарланă. «500 пуҫ сăвăнакан ĕне тытма ятарлă ферма уҫнă.  Выльăх шутне те тăтăшах ӳстернĕ.  Ĕнесене усрамалли фермăра пĕтĕмпех условисем чаплă», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Анатолий Федоров.    «Тепĕр объекта та вĕҫлесе пыратпăр.  Кунта та харăсах 500 ĕне вырнаҫтарма май килĕ.  Пуласлăхри плансем тата та пысăк. Пăру фермине хăпартса лартма шутлатпăр», – тенĕ сăмаха малалла тăснă май  хуҫалăх ертӳҫи.

«ВДС» ТМЯО юпа уйăхĕнче РФ Ял хуҫалăх министерствин ҫивĕч конкурсĕ витĕр тухнă.  Агропромышленноҫ комплексне модернизацилеме уйăракан субсидине тивĕҫнĕ. Предприятине пурĕ 54,5 млн тенкĕ парса пулăшĕҫ патшалăх енчен. Федераци енчен – 33,9 млн, республика хыснинчен – 20,6 млн куҫасси те паллă.

Кунсăр пуҫне предприятине 2022 ҫулта федераципе республика бюджетĕнчен субсиди мелĕпе 10,6 млн тенкĕ куҫарса панă.  Ку тĕревпе хуҫалăхра техника базине пуянлатнă.  Тыр-пул вăрлăхне туянма тăкакланни те куҫ кĕретех.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев икĕ районта ĕҫлĕ визитпа пулнă май, ҫĕр ĕҫченĕсемпе курса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.  Чурачăк сали ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнине асăннă Пуҫлăх. Ял территорийĕсене аталантарса пырассипе хастар ĕҫлеине асăннă вăл.  Палăртма кăмăллă, 2024 ҫулта шкул пуласси те планра пур.  Сăмах май, регион Ертӳҫи Олег Николаев Анатолий Федоровăн ĕҫне пысăка хурса хакланă, ял аталанса вăй илсе пытăр тесе чылай тăрăшнине палăртнă.  «Ӳлĕмрен те проектсем пурнăҫа кĕрсе пыччăр тесе, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    



08 ноября 2022
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter