Пултăранпа кĕрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫăмлатса пама сĕннĕ

Пултăранпа кĕрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫăмлатса пама сĕннĕ

АПК аталантарас ыйтупа муниципалитет пуҫлăхĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ вăхăтра кун пирки каланă Чăваш Ен Ертӳҫи Олег Николаев.

«Эпир ятарлă кирлĕ пек йышăнăва турăмăр – пултăранпа кĕрешессине Хыркассинчен пуҫлама шутларăмăр», – тесе пĕлтернĕ Олег Николаев.  Асăннă ыйтăва тĕпрен пурнăҫлас тесессĕн, регионта пĕр-икĕ подрядчике тупса палăртмаллах тивет.  «Бюджетра укҫа-тенкĕ пăхса хăварма палăртнă, ăна виҫĕ ҫул хушшинче уҫăмлатасси те планра пур.  Кирлĕ пулсан, хăш-пĕр тӳрлетӳсене кĕртсе хăварма та тен май пулĕ.  Подрядчиксен питĕ лайăх ăнланмалла, мĕнле калăпăш вĕсене лекессине.  Техника кирлĕ пулать. Ĕҫе тухăҫлă пурнăҫлас тесессĕн, мĕнпур мероприятисене планпа килĕшӳллĕн туса пыма тивĕ», –  палăртнă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Чăваш Енре наркăмăшлă пултăранпа кĕрешме пуçланă. Ăна ятарлă техникăпа тĕп тăваççĕ. Çул-йĕре пăхса тăракансем ăна хими мелĕпе тасатаççĕ. Çак ӳсен-тăран çыншăн сиенлĕ. Унăн сĕткенĕ ӳт-тире лексен çунтарать. Унсăр пуçне наркăмăшлăскер питĕ хăвăрт сарăлать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче регионта пултăран лаптăкĕ питĕ нумай пулнине асăннă, кăтарту 783 гектарпа танлашать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пур хăш-пĕр районсем, кăштах ĕҫе тытăннă, анчах та подрядчиксем хăйсем ҫине шанса илнĕ ыйтăва туллин пурнăҫласа пыманни сисĕнкелет.  Чи нумай лаптăксем хальлĕхе Етĕрнере, Йĕпреҫре, Элĕкре пур тесе палăртаҫҫĕ ятарлă специалистсем.

Республика Пуҫлăхĕ харпăр хăй хуҫалăхĕсене аталантарса пырасси пирки ыйтăва хускатнă.  Сахал мар ял хуҫалăх таварĕсене вăл хуҫалăхсенче тирпейлесе кăларнине палăртнă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. «ЛПХсене валли федераци енчен сахал мар тĕрев куҫать. Эпир те хамăр енчен патшалăх пулăшăвĕпе туллин тивĕҫтерсе пыма тăрăшатпăр.  Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – харпăрхăй хуҫалăхĕсене аталантарса пыма кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе парасси. Паха таварсене ытларах та ытларах халăх патне илсе ҫитересси ыйту та кун йĕркинчех тăрать», – тесе каланă Олег Николаев.   

Республикăра ҫемье фермисем те вăй илсех пыраҫҫĕ.  Вĕсене вăй илтерсе пыма федераци енчен чылай тĕрев куҫать, пĕтĕмĕшле грант калăпăшĕ – 69,8 млн танлашать.  Енчен те палăртса хунă пек мĕнпур ĕҫсем пулса пырсан, икĕ ҫул хушшинче 20 ытла ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ пуласси куҫ кĕретех.  Хуҫалăхсенче аш-какай, ҫĕр улми, тыр-пул пухса илессипе те курăмлă ĕҫлесе пырасси  паллă.  Ыйтăва пуҫласа «фермерсен слечĕ» мероприятинче регионта пурăнакансем хускатнă пулнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хушăвне тĕпе хурса Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви  ыйтăва татса та панă.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май, регионта ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă.  Кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕнче мĕн чухлĕ ҫĕр лаптăкĕ усă курăнмасăр выртнине шута илме хушнă вăл сăмаха малалла вакланă май.   «Ҫулталăк  вĕҫленнĕ тĕле пирĕн тулли план пулмалла. Кашни ҫĕр лаптăкĕн хуҫисене тупса палăртмалла. Территоррисене комплекслă аталантарса пыма тăрăшмалла. Социаллă пурнăҫпа экономика вăй илсен, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ те ырă енне куҫса пырасси куҫ кĕретех пулĕ», –тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Ял хуҫалăхминистерстви палăртнă тăрăх, регионта 2022 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне усă курăнмасăр выртакан ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсем 17,3 пин га шутланать, кăҫал вĕсенчен 10,6 пин га пусă ҫаврăнăшне кĕртме шутлаҫҫĕ.   Ял территориийĕсене комплекслă аталантарса пырассипе палăртнă ыйтăва хускатнă май, кадр ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă. Ялсенче уйрăмах ыйту пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать тенĕ ертӳҫĕсем.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ялсене специалистсене явăҫтарас тесессĕн, вĕсен ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене те уҫăмлатса пама тăрăшмаллине асăнса хăварнă. Паллă ыйтăва туллин пурнăҫа кĕртсе пырас тесессĕн, патшалăх енчен куҫарса паракан тĕрлĕ пулăшусемпе те усă курса пыма пĕлмелле тенĕ сăмаха ҫавăрса канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем.    



09 ноября 2022
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter