Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Ҫак кун эпир Раҫҫей гражданӗсен прависене, вӗсен канӑҫлӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхне хӳтӗлекенсене хисеп туса чыслатпӑр. Шалти ӗҫсен органӗсенчи служба – пӗрре те ансат ӗҫ мар, унӑн никӗсӗнче – паттӑрлӑхпа ҫирӗп кӑмӑллӑх, тивӗҫе тата тӗрӗслӗхе мала хуни.

Эсир професси тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫлатӑр, ҫав хушӑрах хӑюллӑ та тӳсӗмлӗ тата ҫынлӑхлӑ пулнипе палӑрса тӑратӑр. Эсир тӑрӑшса ӗҫленине пула Чӑваш Республикинче 2022 ҫулхи 9 уйӑхра ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр тата вӑтам сиен кӳнӗ тӗслӗхсен, тӗрлӗ енлӗ ҫаратусемпе вӑрланисен, ҫав шутра автотранспорта вӑрланин, хурахла тапӑнусемпе хулиганла ӗҫсен, ҫемьери тата йӑлари преступленисен шутне чакарма май килчӗ. Преступленисене пӗтӗмӗшле уҫса парассин кӑтартӑвӗ те ӳсрӗ, ҫав шутра вӗлерӳсене, ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнипе, асаплантарнипе ҫыхӑннӑ преступленисене, хурахла тапӑнусене, коррупци мелӗпе тӑвакан преступленисемпе саккунсӑр миграци сферинчи преступленисене уҫса парасси 100 процент шайне ҫитрӗ.

Паян обществӑлла право йӗркине сыхлакан мӗн пур ҫынна служба тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑшӑн тав тӑватӑп. Преступлени тӑвассине хирӗҫ эсир пур енлӗн те ӑнӑҫлӑ кӗрешетӗр, ҫынсене йывӑр вӑхӑтра пулӑшатӑр, хӑвӑр тивӗҫӗре чыслӑн пурнӑҫлатӑр.

Сире тӑнӑҫлӑхпа сывлӑх тата мӗн пур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                           Олег Николаев

 



10 ноября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter