Республикӑра пурӑнакансен 51% коронавирусран вакцинациленнӗ

Коронавирус ыйтăвĕпе тунтикунсерен ирттерекен каншлусенче пĕр вăхăт калаçу пулманччĕ, ку хутĕнче вара Олег Николаев çак темăна та çĕклерĕ. Вакцинаци пĕлтерĕшĕ çинчен аса илтерчĕ. Ун шучĕпе, инфекцин çурла уйăхĕн варринче, авăн пуçламăшĕнче килсе çапнă черетлĕ хумне республика çăмăллăн тӳссе ирттерни шăпах прививка тутарнă çынсем йышлă пулнипе çыхăннă. Танлаштарма темиçе цифра асăнчĕ: чирĕн 1-2-мĕш хумĕсен вăхăтĕнче куллен 70-80 çын чирленĕ, больницăсенче харăсах сипленекенсен йышĕ 1-2 пин çынпа танлашнă. 3-мĕш хум тапхăрĕнче çак йыш 3,5 пин çын таран ӳснĕ.

Юлашки хум вăхăтĕнче инфекциленнисен кулленхи шучĕ 750 çынна та çитнĕ, анчах больницăсенче 250-260 çынран ытла пулман. Нумайӑшĕ амбулатори мелĕпе сипленнĕ — 6 пин çын таран. Çавăнпа та, иккĕленмест регион ертӳçи, коллективлă иммунитет йĕркелес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Сергей Тоцкий коронавирусран сыхланмалли вакцина çителĕклине çирĕплетрĕ. Прививка тутарнисен йышĕ паян регионта 610 пин çынран иртет — 51% шайĕнче. Анчах çакă та Раççей шайĕнчи вăтам кăтартуран кăшт пĕчĕкрех. Шупашкар, Канаш хулисенче, Патăрьел, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Канаш районĕсенче, Красноармейски округĕнче кăтартусем пысăк. Улатăр, Вăрмар районĕсенче вара — пĕчĕкрех...

www.hypar.ru



10 ноября 2022
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter