Аграрисене чысларĕç

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявлаççĕ.

Вăл чăваш хресченĕн «Алран кайми аки-сухи» гимнĕпе пуçланчĕ. Кашни районтан пухăннă делегацисем ăна ура çине тăрса итлерĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов 2022 çулхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Чăваш Ен историйĕнче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем пуçласа чи нумай тырă — 1 миллион тонна ытла — пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан вăтамран 34 центнер. Çĕр улмипе пахча çимĕç те пĕлтĕрхинчен ытларах пуçтарса илнĕ.

Вице-премьер ялсене аталантармалли программăсене кăçал епле пурнăçлани çинчен те каларĕ. Вĕсене ĕçе кĕртме 2022 çулта 5,4 миллиард тенкĕ уйăрнă. Вице-премьер республикăн çĕнĕ историйĕнче кун пекки пулман терĕ.

Зала пуçтарăннисене професси уявĕ ячĕпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ, Чăваш Ен аграрийĕсен кăçалхи çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакларĕ, вĕсен пĕр ушкăнне награда парса хавхалантарчĕ. Аграрисене сцена ăстисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.



Хыпар
11 ноября 2022
18:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter