Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калăпăшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ
Чăваш Республикинчи шывсене тасатмалли сооруженийĕсене йĕркелесе янăранпа 55 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрура кун пирки пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Йăлара, хуçалăхра усă курнă каяшсене тасатас, шыва юхтарса ямалли тытăма çĕнетес енĕпе ĕçлекен предприяти йĕркеленнĕренпе 55 çул çитрĕ.
Кăçалтан кунта республика экологине упрассипе çыхăннă тĕрлĕ проектсем ĕçе кĕртме пуçланă. Хальхи вăхăтра Вăрмарта каяшсене тасатакан сооружени тăваççĕ. Çавăн пекех Çĕрпӳре, Патăрьел районĕнче çĕнĕ объектсем хута каймалла.
Пуҫлăх пĕлтернĕ тăрăх, юлашки виҫĕ ҫул хушшинче шывпа тивĕҫтерекен объектсене тĕпрен юсаса ҫĕнетме, инфратытăма юсама республикăра укҫа-тенкĕ сакăр хут ытла тăкакланни куҫ кĕретех тесе хыпарланă. Калăпăр, 2019 ҫулта пурĕ те 196 млн хыснаран уйăрнă пулсан, 2022 ҫулта кăтарту ӳснĕ - вăл 1,3 млрд тенкĕпе танлашнă.
Ял тăрăхĕсенче вырнаҫнă объектсене валли те чылай тăкакланнă, шывпа ҫыхăннă объектсене тĕпрен модернизацилеме икĕ кут нумайрах укҫа уйăрнă. Шыв пашнисене ҫĕнетме те сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланă республика бюджетĕнчен. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Чăваш Республикин Строительство министерстви палăртнă тăрăх, Патăрьел, Шăмăршă, Каҫал енри шыв объекчĕсене тума пурĕ 640 млн тенкĕ уйăрнă. Шывпа обществăлла вырăнсенчен тивĕҫмелли объектсене тĕпрен юсаса ҫĕнетес ĕҫе 2023 ҫулта малалла та тăсасса палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ. 2023 ҫулта плана кĕртсе хăварнă объектсем чылай тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май, вĕсем: Ҫĕрпӳре, Патăрьелĕнче, Сĕнтĕрвăрринче е тата ытти хăш-пĕр муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсенче пулĕҫ.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче «БОС» ГУП Чăваш Республикинчи чылай объектсене пулăшу панине асăннă. Тепĕр тесен объект шыв пахалăх шайне те ӳстерме витĕм кӳни куҫ кĕретех. Ӳлĕмрен те асăннă ыйтусемпе ҫине тăрсах ĕҫлеме чĕнсе каланă вăл. Бизнеса аталанса пыма, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма пурин те ҫине тăрсах вăй хумаллине палăртнă регион Ертӳҫи. Бизнесăн инвестициллĕ проекчĕсене пурнăҫа кĕртме те витĕм кӳмеллине асăннă вăл. «Паянхи пурнăҫ таппинче эпир сахал мар экологине упраса хăварасси пирки халăхран илтетпĕр. Пысăк технологийĕсен витĕмлĕхне тĕпе хурса мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пыма тăрăшмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Ресурссемпе пĕлсе тата туллин усă курмалла. «Чăваш Республикин Правительстви регионта пурăнакансене паха шывпа тивĕҫтерессишĕн, паянхи технологийĕсене тĕпе хурса мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыма пулăшать. Эпир туса пыракан ĕҫĕсене тухăҫлăхĕ те куҫ кĕретех, кăна пурте лайăх куратпăр. Малашне те ҫапла ĕҫсене йĕркелесе пыма пĕлмелле», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
2021 ҫулта раштав уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевăн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Республики Саккунне йышăнса хăварнă. Ĕҫ хучĕ комплекслă ĕҫлесе пыма пулăшать, ҫирĕп йĕркесене те пăхăнса пыма хистет. Шывпа усă курассине централизацилени – пахалăха ӳстерме витĕм кӳрет. Тепĕр тесен, объектсене реконструкцилессипе те е тата модернизацилессипе те ĕҫсене туса пыма аванрах пулĕ. Инвестици явăҫтарма та меллĕ пуласси куҫ кĕретех.
Чăваш Республикин Строительство министерстви «ҫулсен карттине» туса хатĕрленĕ. «БОС» ГПУ пуласлăхра Чăваш Енри тата та ултă муниципалитетра пурăнакан халăха пахалăхлă шывпа тивĕҫтересси паллă. Вĕсем: Улатăрта, Вăрнарта, Канашра, Пăрачкавра, Ҫĕрпӳре, Тăвайĕнче. Предприяти ҫумĕнче хушма центр ĕҫĕ йĕркеленĕ. Вĕсенче ĕҫлеме ятарлă специалистсене хатĕрлесе кăларĕҫ. Муниципалитетсенче ĕҫлекен специалистсене тарăн пĕлӳпе тивĕҫтересси те куҫ кĕретех пулĕ.
Предприятине экологи хăрушсăрлăхĕпе халăха тивĕҫтерме пысăк витĕм кӳнĕшĕн Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе ертӳҫĕсем наградăланă. Мероприяти курăмлă иртнĕ, унта хутшăнакансем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравсем илнĕ.