Харăсах икĕ уяв

Чăваш Ен ял хуçалăх тытăмĕнче нумай çул вăй хуракан предприятисем çавра çулне паллă тăваççĕ. «Чувашхлебопродукт» тата Шупакар элеваторĕ çăнăх-кĕрпе, ытти продукци туса кăларассипе ĕçлеççĕ. Вĕсем республикăри çăкăр завочĕсене çăнăхпа туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ умĕн вĕсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

«Çăкăр вутпа мар, тарпа пиçет», – тенĕ ваттисем. Чăн та мĕн чуль вăй-хал тăкмалла уй-хирте ӳссе çитĕнекен тыр-пулран кăпăшка çăкăр пĕçерсе çийиччен. Республикăра кăçал тĕш тырă культурисен лаптăкĕ пĕлтĕрхинчен 20 пин гектар пысăкрах. Тыр-пул та кăçал ăнса пулнă, аграрисем юлашки 30 çулхи рекорда çĕнетнĕ. Ĕçе вăхăтлă пурнăçлама фермерсем техникăна çĕнетме пултарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе Чăваш Енри ял хуçалăх техники туянма каякан тăкаксен 40% патшалăх енчен субсидилеме йышăнни курăмлă пулăшу кӳнĕ – кăçал 441 единица техника туяннă. Пухса илнĕ пуянлăха вăхăтра тасатмалла, тирпейлемелле. Ку ĕçре вара «Чувашхлебопродукт» предприятин тӳпи пысăк.

 – «Чувашхлебопродукт» урлă эпир çăкăр хакне сыхласа хăварма пултартăмăр. Унсăр пуçне пирĕн продовольстви фончĕ пур. Çак икĕ предприятие пĕрлештерсе сутма тĕрлĕ меслетсем тупса вĕсене рынока кăларма тĕрлĕ мероприяти ирттересшĕн. Ял хуçалăха тĕрлĕ енлĕ пулăшма пултаратпăр. Вăл 90 çул каялла йĕркеленнĕ, хальхи вăхăтра Атăлçире тыр-пула тасатса тирпейлекен, çăнăх авăртса хатĕрлекен пысăк предприяти шутланать. Унăн тытăмĕнче Шупашкар тата Канаш элеваторĕсем. Çавăн пекех Вăрнарта, Тĕрлемесре, Вăрмарта, Çĕмĕрлере вĕсен филиалĕсем пур.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Паянхи кун «Чувашхлебопродукт» предприяти республикăри тирпейлекен промышленноçĕнчи чи пысăк предприяти шутланать. Чăнах та, вĕсем çулталăкне 180 000 тонна ытла тырă туса илсе çăнăх туса кăлараççĕ. Ку çăнăха эпир хамăр регионта кăна мар, 15 ытти региона сутатпăр».

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, производство хăвачĕ 37 процент ӳснĕ. Ахальтен мар çак пĕрлешӳ юлашки 6 çул «Раççейри чи лайăх арман» конкурсра мала тухать.



НТРК
11 ноября 2022
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter