Ял пурнăçне сӳнме памĕç
Ял пурнăçне сӳнме парас мар, ăна пур енлĕн аталантарас тĕллевпе Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсем пысăк ĕç тăваççĕ. Вĕсем истори йăли-йĕркисене упраса хăварас, çамрăк ăрăвăн патриотизм туйăмне, гражданла хастарлăхне ӳстерес енĕпе те вăй хураççĕ. Тĕрлĕ ыйтăва ветерансем Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа йĕркеленĕ тĕл пулура сÿтсе яврĕç.
Иртнине пĕтĕмлетме, малашлăха палăртма. Шăпах çак тĕллевсемпе ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç тытăмĕнче тăрăшакансен уявĕ умĕн Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен çулсеренех республика ертӳçипе, Олег Николаевпа тĕл пулаççĕ. «Шур сухалсем» кăçал та сахал мар ырă ĕç тунă. Вĕсенчен пĕри ентешсене халалланă кĕнекене анлăлатма шухăшлани.
АЛЕКСАНДР САМЫЛКИН: «Эпир малтан хамăр союз, ял хуçалăх министерстви пĕрле ĕнтĕ кĕнеке кăларнăччĕ, «Энциклопедия агропромышленного комплекса».Çав эциклопедине пирĕн пур ветерансем те кĕреймерĕç. Халĕ çавна шута илсе ял хуçалăх министерствипе пĕрле ĕнтĕ пирĕн ветерансен союзĕ çак кĕнекене кăларма шутларĕ, йышăну турĕ. Редакцин совечĕ пур. Халĕ материалсем хатĕрлетпĕр ĕнтĕ, паллă çынсене кĕртесшĕн».
Ялсенче çамрăксем сахал юлни, культура çурчĕсен алăкĕсем çинче çăрасем çакăнса тăни – ветерансене уйрăмах пăшăрхантарать. Яш-кĕрĕме, хулара пĕлӳ илнĕ хыççăн, тăван тăрăха каялла тавăрас тесен вĕсене çак тытăмпа кăсăклантарма пĕлмелле, шухăшлаççă ветерансем. Çак тĕлĕшпех шкул ачисемпе студенсене тĕрлĕ предприятие экскурсие илсе çӳреме те, агроклассенче ятарлă уроксем ирттерме те хатĕр.
– Çак тĕллеве лартнă, пĕтĕм техникумсене, колледжсене яла валли мĕнле профессисем кирлĕ, уйрăмах ял хуçалăх тытăмĕ валли чăн малтнах çавна валли хатĕрлемелле. Ял хуçалăхĕ валли кирлĕ çынсене илĕç, çавăнта вĕренсе тухса яла кайса ĕçлесшĕн çынсене малалла илмелле. Вĕсене хатĕрлеме тĕрлĕ енлĕ майсем туса паратпăр ĕнтĕ.
«Пĕр вăхăт çамрăксем ял хуçалăх тытăмне – сахал тупăш паракан ен пек йышăннă пулсан, халĕ вара вĕсен шухăшлавĕ самай улшăннă», – палăртрĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Паллах, хальхи ăрăвăн тӳпи çĕнĕ технологисен аталанăвĕнче те аван курăнать.
ВАЛЕРИЙ ВЯЗОВ: «Çĕнĕлле ĕçлекен технологисем те кăмăла каяççĕ. Эпĕ хуçалăх ертӳçинче 12 çул ĕçленĕ çын та, ман хуçалăхра 40 ытла тракторччĕ, 15 комбайнччĕ, вĕсемпе танлаштарсан паянхи комбайнсем, паллах, вĕсем питĕ вăйлă. 15 комбайна паян 2 комбайн та çав сĕрсе, пуçтарса кĕртме май парать, тракторсем те çавăн пекех, питĕ хăватлă тракторсем».