«Чӑваш Ен Правительстви ҫынсем ялта хăйсен кăмăлĕпе ĕҫлесе пурăнччăр тесе, вĕсене валли тĕрлĕ условисем туса пама тăрăшĕ», – тесе палăртнă Олег Николаев

«Чӑваш Ен Правительстви ҫынсем ялта хăйсен кăмăлĕпе ĕҫлесе пурăнччăр тесе, вĕсене валли тĕрлĕ условисем туса пама тăрăшĕ», – тесе палăртнă Олег Николаев

 Правительство ҫуртĕнче ял хуҫалăх ĕҫченĕсене савăнăҫлă лару-тăрура саламланă.  Мероприятине професcи уявне халалласа йĕркеленĕ.  Пурĕ аграри тытăмĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă 40 ĕҫчене наградăсем парса хавхалантарнă.  

«Эрнене агропромышленноҫ тытăмĕнче вăй хуракансене халалларăмăр.  Фермăсем хута кайрĕҫ, ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансен ĕҫ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.  Паян мероприятине пухăyнисем – ĕҫре пысăк кăтартусемпе палăрнисем.  Палăртма кăмăллă, вĕсен ҫитĕнĕвĕсем ыттисемшĕн паха тĕслĕхре.  Ҫĕр ĕҫченĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫласа пыни куҫ кĕретех», – тесе палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче савăнăҫлă лару-тăрăва пухăннисене саламланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Ҫăмăл мар ĕҫре хастар ĕҫлесе пынăшăн аграри тытăмĕнче тăрăшакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă регион Пуҫлăхĕ. «37 процент ытла халăх ялсенче тăрăшать.  Палăртма кăмăллă, кăтарту пĕчĕкех мар. Апла пулсан, ял тăрăхĕнче ĕҫлесе пурăнас  текенсен йышĕ пысăк.  Ял хуҫалăхне аталантарса пынин пĕлтерĕшĕ каламасăрах ҫав тери пысăк.  Чăваш Республикин Правительстви, ӳлĕмрен те ял аталанса пытăр тесе, хăйĕнчен мĕн кирлине туса пыма тăрăшĕ, халăх пĕтĕм кăмăлпа ялсенче ĕҫлесе, хăйсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пытăр тесе тимлĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ.  

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче регионăн ял хуҫалăх тытăмне аталантарса пырас ĕҫре ҫĕр ĕҫченĕсем пысăк тӳпе хывнине палăртнă. «Ял, унта ĕҫлесе пурăнакан халăх – патшалăх тĕрекĕ.  Раҫҫей аталанăвĕ сирĕнтен те чылай килет.  Чăваш Ен ырă тĕслĕхре яланах ыттисемшĕн пулса тăнă. Кунта ĕҫлекен халăх, пысăк кăтартусемпе палăрать.  Ял хуҫалăхĕнче епле ĕҫлесе пурăнмаллине эсир ҫитĕнекен ăрăва та яланах кăтартса пынă. Чăваш Енри АПК пайĕнче вăй хуракансем – паха тĕслĕхре. Кун пирки пĕрре мар палăртса каланă ҫĕршыв шайĕнче те», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ.  Ĕҫре хастарлăхпа палăрнисене Тав ҫырăвĕсене парса чысланă сумлă ентешĕмĕр.  

Мероприятине пухăннисене ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов  саламланă.  «Эпир ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне куҫса пынине пурсăмăр та лайăх курса тăратпăр.   Эпĕ хам та тăтăшах ялсенче пулатăп. Ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсем усă курăнмасăр выртмаҫҫĕ. Ҫĕр ĕҫченĕсем вĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ.  Ял тăрăхĕсенче инфратытăм лайăхланса пыни те куҫ кĕретех.  Кăҫал республикăри мĕнпур ялсенче комплекслă ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ, 800 ытла проект пурнăҫа кĕрет.  Республика бюджетне йĕркеленĕ чухне те, ял хуҫалăх тытăмĕ валли сахал мар укҫа-тенкĕ пăхса хăвараҫҫĕ.  Ҫĕршывра лару-тăру ҫăмăлах мар пулин те, асăннă проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн укҫа-тенкĕ ҫителĕклĕ тăкакланасси куҫ кĕретех», – тесе каланă вăл.   Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн, Татьяна Павловăна медаль орденпа чысланă, вăл Ишлей районĕнчи туянакансен обществинче  канаш председателĕ пулса тăрăшать. Юрий Степанов «Чăвашхлебопродукт» АОра генеральнăй директор пулса вăй хурать, ăна   Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă.     Тĕрлĕ сферăсенче тăрăшакан вун ултă ҫын тава тивĕҫлĕ хисеп ячĕсене илнĕ.  Республикăри ҫичĕ ĕҫчеше Тав сăмахĕпе Чăваш Республикин символикĕллĕ сехете парса хавхалантарнă.    Мероприятинче ведомство наградисене илнисем те чылай пулнă.  Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерствипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн наградисене парса чысланă.  



14 ноября 2022
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter