Раҫҫей Президенчӗн ГТО пирки калакан хушăвĕнче хăйне евĕр философи – кашнин хӑйӗн сывлӑхӗ ҫине тимлĕх уйăрасси

Раҫҫей Президенчĕн хушăвĕнче ГТО пирки хăйне евĕр философи – харпăр хăй сывлăхне упрасси текен ăнлав ҫыхăннă.
ГТО нормисене пурнăҫланисен йышĕ Чăваш Республикинче 14 хут нумайланнă, 8 ҫул хушшинче ГТО парас текенсен йышĕ мĕнпур халăхран 20 проценчĕпе танлашнă, 6 ҫултан пуҫланисем те сахал мар регионта.
«Харпăр хăй сывлăхĕшĕн кашни яваплă, кун пирки манма юрамасть. Ҫакнах ҫĕршыв Президенчĕ те пĕрре мар палăртнă. Енчен те кашни ҫын хăйĕн сывлăхĕшĕн пăшăрханать пулсан, яваплăха туять пулсан – чирлекенсем те сахалтарах пуласси куҫ кĕретех пулĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕшĕн те ҫапла пулни пĕлтерĕшлĕ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кашни эрнере ирттерекен Правительство канашлăвĕнче. Ку хутĕнче планеркăна пухăннисем кăҫал III кварталта ГТО нормисене епле пурнăҫлани пирки ыйтăва пăхса тухнă.
ГТО ĕҫне ытларах та ытларах обществăлла организацисене явăҫтарма тăрăшмаллине асăннă ертӳҫĕсем. Мероприятине ушкăн-ушкăнпа хутшăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе каланă Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май. «ГТО нормисене пурнăҫлани кашнишĕн хушма хавхалану. Эсир хăвăрăн сывлăхăр пирки лайăх пĕлсе тăратăр. Ҫитес ҫулта тата та лайăхрах кăтартусем пулччăр тесе кашни кун спорта ҫӳреме тытăнассине те пĕлсех тăратăр. Енчен те мероприятине ушкăнпа хутшăнсан, ытти халăха та явăҫтарма аван, вĕсем часах пурин пек пулма тăрăшаҫҫĕ, тĕслĕх вырăнне хурса, ытларах та ытларах спортăн ҫак енĕсене кăмăллаҫҫĕ», – тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.
Республикăра спорт инфратытăмĕ кирлĕ пек шайра ҫĕнелсе пыни куҫ кĕретех. Апла пулсан, халăхăн сывлăхне ҫирĕплетсе пыма мĕнпур услови пурри никама та иккĕлентермест. Тепĕр тесен, ятарлă тренерсене те явăҫтарсан аван, вĕсем те ҫынсене ГТО нормисене пурнăҫлама витĕм кӳресси часах пулĕ.
Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров хăйĕн сăмахĕнче кăҫал виҫҫĕмĕш кварталта ГТО нормисене пурнăҫлакансен йышĕ 18 794 танлашнине хыпарланă. Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарас пулсассăн, 14 хут нумайланни куҫ кĕретех тенĕ вăл. «Федераци рейтингĕнче Чăваш Республики 14-мĕш вырăнта. Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн субъект иккĕмĕш вырăна тухнă. Кăтартусем ҫав тери пысăк пулни куҫ кĕретех», – палăртнă министр. 8 ҫул хушшинче ГТО нормисене тултарас текенсен йышĕ 226 пин ытла ҫынна ҫитнĕ. Кăтарту пĕчĕк мар, 6 ҫултан пуҫласах ачасем ГТО кăмăллаҫҫĕ, вĕсен нормисене пурнăҫлассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ.
Федераци рейтингне тĕпе хурса, республикăри Спорт министерстви те ятарлă ретйтинг ҫулсеренех хатĕрлет. Виҫҫĕмĕш кварталти пĕтĕмлетӳсем тăрăх, ГТО нормисене пурнăҫланин кăтартăвĕсемпе Красноармейскийсем, Ельчĕксем, Каҫал енсем маттурисем.
«Спорт – пурнăҫ норми» Федераци проектне тĕпе хурса 2019 ҫултан пуҫласа «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, муниципалитетсенче ГТО нормисене пама ятарлă объектсем хатĕрленĕ. Пуласлăхра та пысăк ĕҫсем пур-ха, тата та виҫĕ объекта 2023 ҫулта пурнăҫа кĕртме палăртнă. Паянхи куна илес пулсан, мĕнпур халăхран 51,6 проценчĕ кулленех спорта ҫӳрет. Ҫитĕнӳ те ҫук мар, ҫулсерен пирĕн спортсменсем ҫĕршыв шайĕнче иртекен ăмăртусенче пысăк кăтартусемпе палăраҫҫĕ. Сывă наци, тĕп пуянлăхсенчен пĕри – ҫĕршыва та кирек-епле вăхăтра вĕсем хастарлăн хӳтĕлейреҫҫĕ», – тесе сăмаха ҫавăрнă Василий Петров министр.