«Регион тӳлевĕсене мобилизациленисене пурне те ҫак эрне хушшинче тивĕҫтермелле», - тенӗ Олег Николаев

«Регион тӳлевĕсене мобилизациленисене пурне те  ҫак эрне хушшинче тивĕҫтермелле», - тенӗ Олег Николаев

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мобилизациленӗ ҫемьесемпе ачасене пулӑшмалли мерӑсеспе мобилизациленӗ ҫемьесене валли пулăшу паракан  координаци центрӗн ӗҫне халалланӑ тӳрӗ эфирта пӗлтернӗ.

Мобилизациленӗ граждансене пӗр хутчен парса тивĕҫтермелли 50 пин тӳлев пирки калакан указа  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  2022 ҫулта  чӳк уйăхĕн 7-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирĕплетнĕ.

 "Указ ҫине алӑ пуснӑ хыҫҫӑн, тӳрех пӗр талӑк хушшинче Чӑваш Республикин Правительстви  регламентсем  пирки калакан ĕҫ хучĕсене  йĕркене кĕртнĕ. Укҫа илмелли правилӑсене, тӳлев йӗркине, укҫа уйӑрассине Чӑваш Республикин  Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви патне илсе ҫитернĕ. Паянхи ир тӗлне  мĕнпур мобилизациленнисенчен 84 процентне ытла пӗр хутчен парса тивĕҫтермелли тӳлеве панă.   Ыттисем, докуменчĕсем ҫителĕклĕ пулманнишĕн укҫана хальлӗхе илеймен.  Ҫак эрнере регионти тӳлеве пурин патне те илсе ҫитерĕҫ, енчен те асăннă тапхăрта пурте хăйсен докуменчĕсене туллин хатĕрлесе ҫитерсен», – тесе каланă Олег Николаев.

Чăваш Республикин Ертӳҫи республика Правительстви хăй ҫине шанса илнĕ ĕҫе яваплăха туйса, вăхăтра пурнăҫланине палăртса каланă, кăтартусемпе кăмăллă пулнă.



14 ноября 2022
14:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter