Хыркасси патӗнчи ҫула уҫнӑ

Хыркасси патӗнчи ҫула уҫнӑ

Паян М-7 федераци трасси ҫинчи ҫӗнетнӗ ҫула, Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи развязкӑна, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Тӗрӗссипе, машинӑсем унта маларах ҫӳреме пуҫланӑ. Халӗ вара Явӑш патӗнче 6 ҫухрӑм ҫула та туса пӗтернӗ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев ҫула уҫнӑ ҫӗре хӑй пыман, салам сӑмахӗсене вӑл телекӗпер урлӑ каланӑ.

Ҫӗнӗ ҫул уҫӑлнӑ ятпа КамАЗсен автоколонни кайнӑ. Ҫынсем вӗсене алӑ сулса, ялавсем вӗлкӗштерсе кӗтсе илнӗ.



Чăваш халăх сайчĕ
16 ноября 2022
18:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter