Мобилизациленнисене - пулăшу

Тулли мар мобилизацие лекнисен 96 проценчĕ тӳлеве тивĕçнĕ. Регион шайĕнчи пулăшу 50 000 тенкĕпе танлашать. Республика Пуçлăхĕ ирттернĕ тӳрĕ линире регион ертӳçи ĕçлевпе хӳтлĕх министерствине укçа-тенке кĕске вăхăтра куçарса пама ыйтрĕ. Пулăшу тĕрĕс те вăхăтра çиттĕр тесе хăш-пĕр банк счечĕсемпе халĕ тĕрĕслев ирттереççĕ. Çак эрнере пур мобилизациленнисем патне укçа-тенкĕ çитĕ. Çĕр шыва хӳтĕлеме хатĕррисен ыйтăвĕсене вăхăтра татса памалла, чăрмавсем пулмалла мар. Ку ыйтăва республикăри ĕçлевпе хӳтлĕх министерстви тимлĕхре тытать.



16 ноября 2022
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter