Пĕрлĕхре вăй
Донецк тата Торез хулисенчи электротехника завочĕсене Чăваш Енри электротехника кластерне кĕртĕç. Кун пирки Донецк Халăх Республикин правительствипе Чăваш Ен делегацийĕ ирттернĕ тĕл пулура сӳтсе яврĕç.
Палăртнă тĕллеве çулталăк вĕçĕччен пурнăçламалла.
«Ку чи малтанах Донецк Халăх Республикинчи предприятисене Раççей Федерацийĕн рынокне кĕме пулăшĕ. Унсăр пуçне заводсене патшалăх енчен тĕрев те парĕç», – палăртрĕ Чăваш Енри промышленностьпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев.
Донецк тата Торез электротехника завочĕсене ура çине тăма чăвашсем сахал мар пулăшнă. Унти специалистсем Чăваш Республикинче вĕреннĕ. Виçĕ эрне вĕсем Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче ăс пухнă. Чăваш Ен производство ĕçне йĕркелме пулăшать çеç мар, Донецк завочĕсене пĕрремĕш заказсемпе тивĕçтерет, палăртрĕ Донецк Халăх Республикин правительствин председателĕн пĕрремĕш çумĕ Рустам Мингазов.