Республика, çĕршыв чысне хӳтĕлеççĕ

Çар ретне кăçал пирĕн республикăри пине яхăн çамрăк тăрĕ. Кĕрхи призыв, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, каярах пуçланнă – чӳк уйăхĕнче çеç. Салтак атти тăхăнакансене пурне те медицина тĕрĕслĕвĕ витĕр кăларнă, «çар тивĕçне пурнăçлама юрăхлă» тесе йышăннă. 35 каччăна çак кунсенче хĕсмете илсе кайрĕç.

Кам ăçта пуласси çар специальноçĕн категорийĕнчен килет. Чăваш йĕкĕчĕсене сывлăш-десант тата космос çарĕсенче, ятарлă пĕлтерĕшлĕ чаçсенче те кĕтеççĕ. Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта çуралса ӳснĕ Лев Чамеев çывăх çыннисенчен: аслашшĕнчен, ашшĕнчен, пиччĕшĕнчен тĕслĕх илет. Вĕсем пурте салтакра пулнă. 18 çулти каччă хĕсмете кайиччен спортпа туслашнă, кĕлеткене тĕрлĕ хăнăхтарупа пиçĕхтернĕ.

ЛЕВ ЧАМЕЕВ: «Мана ВДВна илсе каяççĕ, Псков. Ачаранах аслисем çине пăхса ВДВ килĕшсе кайнăччĕ, çавăн пек юлчĕ ман».

Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль каччи Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕскер тинех ĕмĕчĕ пурнăçланнăшăн савăнать.

ГЕОРГИЙ КАРЧИКОВ: «Сухопытный войскана каятпăр. Лайăх служить туса, лайăх кăмăлпа каятпăр, хамăн та каяс килетчĕ. Манăн шухăшпа, кашни арçыннăн служить тумалла. Çемьере иккĕн эпир, манран кĕçĕнреххи служить туса килнĕ. Вăл воздушно-космическийĕнче служить тунă».

Ăна ăсатма пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем те килнĕ. Георгий алла хут купăс илмесĕр чăтаймарĕ. Чăваш салтак юррипе, ташшипе пуянланчĕ Шупашкарти чукун çул вокзалĕ. 



16 ноября 2022
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter