Чӑваш Енри 380 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫулсене йӗркене кĕртсе ҫитерӗҫ

Чӑваш Енри 380 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫулсене йӗркене кĕртсе ҫитерӗҫ

Ятарлă документа, регионти ҫулсене аталантарса пырассипе ҫыхăннă ĕҫсене 2023-2027-мĕш ҫулсенче пурнăҫлама май паракан ĕҫ хутне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Федерацин ҫул-йĕр агенствин Ертӳҫи Роман Новиков Мускавра ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ самантра алă пусса ҫирĕплетнĕ. Палăртса хăваратпăр, эрнене Мускавра транспорт ĕҫ-хĕлĕпе ҫыхăннă тапхăр тесе йышăннă.

«Пире пурсăмăра та савăнтарать, документ ахаль кăна ĕҫ хучĕ марри. Кун пек ĕҫе йышăннипе эпĕ килĕшетĕп. Кулленех технологи ылмашăнса пырать, вĕсене тĕпе хурса объектсене пурнăҫламалла. Паянхи рынок тапхăрĕнче, ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртес тесе, пурсăмăрăн та пĕрне-пĕри ăнланса палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене тивĕҫлĕ шайра туса пымалла. Пирĕн кирек-епле ыйту ҫине те туххăмрах тимлĕх уйăрма пĕлмелле», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Федерацин ҫул-йĕр агенствин сăмахĕсене тепĕр хут ăнлантарса панă май.

«Документа алă пусни – икĕ ҫулхи ĕҫе пĕтĕмлетсе панине ҫирĕплетет. Эпир пĕтĕмпех ĕҫсене Раҫҫей Федерацийĕн автомашина ҫул-йĕрĕсене тĕпе хурса йышăнса хăварма тăрăшрăмăр. Чăваш Республикинчи мĕнпур объектсем федераци шайĕпе килĕшсе тăни куҫ кĕретех тесен те йăнăшах мар пулĕ», – палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Федерацин ҫул-йĕр агенствин Ертӳҫи. «Хальхи вăхăтра субъектсенчи лару-тăрăва ҫирĕп сăнаса пыратпăр. Вĕсене мĕн кирлипе кирлĕ маррине те ăнланатпăр. Калăпăр, РФ Правительствин резерв фондĕнчен Чăваш Республикине 859 млн тенкĕ куҫарса панă. Наци проекчĕпе палăртнă объектсене пурнăҫа кĕртме тăкакланĕ укҫа-тенкĕ», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.

Ҫул-йĕр ĕҫĕсене пурнăҫа кĕртмелли программа автомашина ҫулĕсене йĕркене кĕртме май парать, 378 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫула юсаса сарма витĕм кӳрет. 2024 ҫул вĕҫлениччен палăртса хунă объектсенчен 45,9 процентне йĕркене кĕртмелле. 2030 ҫул тĕлне 60 процентран кая мар объектсене тĕпрен ҫĕнетсе пымалла. Паллă муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсемпе ытларах та ытларах ĕҫлемелле. Вăл объектсем ҫине тимлĕх уйăрма тăрăшмалла. «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проектне тĕпрен пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн яваплăха туйса пурин те вăй хума тивĕ. Пысăк хуласенче те ҫулсене йĕркелесе пымалла, кăтартăва 85 процента ҫитерме тăрăшмалла. Тĕп ҫулсем ҫинче йывăр тиенĕ автомашинăсене ҫӳретме те условисем хатĕрлемелле, вăтамран 11,5 тонна тиенĕ автомашинăсене ҫӳретме хăтлă условисем йĕркелесе тăратассишĕн палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене тумалла.

Программăна, транспорта ҫӳретме май паракан ҫулсене юсама йышăнса хăварнă. Кулленех сахал мар йывăр тиенĕ машинăсем иртсе ҫӳреҫҫĕ. Апла пулсан, вăхăта вăраха тăсмасăрах объектсене ҫĕнетсе улăштарса пымалла, паянхи пурнăҫ таппи ыйтакан условисене тивĕҫтермелле. Пĕр субъектран тепĕр субъекта нимĕнле чăрмавсемсĕрех транспортсене ҫӳретме условисем хатĕрлесе памалла, уйрăмах, кӳршĕллĕ регионсене ҫитме меллĕ пулсан аван.

Федераци енчен куҫакан хушма укҫа-тенкĕпе регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарма, республика шайĕнчи автомашина ҫулĕсене юсаса сарма, вырăнти пĕлтерĕшлĕ объектсене тума тăкакланасси те куҫкĕретех.

Роман Новиков хăйĕн сăмахĕнче 2022 ҫулта «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕсене туллин пурнăҫа кĕртме 859 млн тенкĕ уйăрнине асăннă. «Тĕрев сахал мар, наци проекчĕсене тулин пурнăҫа кĕртме май парать», – тесе каланă вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев региона пысăк пулăшу уйăрнăшăн тав сăмахĕсем каланă. «Пĕтĕмĕшле калас пулсан, ҫулталăка кирлĕ пек кăтартусемпе вĕҫлеме тăрăшăпăр. Плана тултарасси те куҫкĕретех. Ҫĕршыв Президенчĕ палăрнă тĕллевсене пурнăҫлăпăр», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Сăмах май, «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн палăртса хунă мĕнпур ĕҫсенчен ҫулталăк вĕҫлениччен 2 процента ҫити ĕҫсене туса пĕтерейменнине асăннă вăл. Кунта паллă, сăмах Шупашкар хулинчи Граждан урамĕнчи объект пирки калаҫу пырать. «Асăннă территоринче 1,3 ҫухрăм ҫула сарса пĕтермелле. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, палăртса хунă мĕнпур ĕҫе пурнăҫланă. Йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене те тĕпрен татса панă. Чылай чăрмав тухса тăнă, пур-пĕрех вĕсене уҫăмлатма май килнĕ. Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне объекта пурнăҫа кĕртмелле. Палăртнă объекта асăннă тапхăр тĕлне пурнăҫлама шантаратпăр», – тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ. Роман Новикова кун пирки ҫирĕплетсех каланă республика Ертӳҫи. «Мониторин, тĕрĕслев кашни кунах пулса пырать», – тесе те асăннă вăл.


2022 ҫулта Чăваш Республикинче «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, 122 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫулсене тĕпрен юсаса сарма плана кĕртнĕ, 45 объектра ĕҫе туса пыма палăртса хунă пулнă. Асăннă объектсене хута яма пурĕ 3,3 млрд тенкĕ уйăрнă, палăртма кăмăллă, вĕсенчен 537,7 млн федераци хыснинчен тăкакланнă.
Палăртнă объектсенчен пĕри – Куславкка тăрăхĕнчи 9 ҫухрăм выртакан ҫул. Регионшăн объект социаллă пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Вăл М-7 федераци трассипе тӳр килсе тăрать. Тепĕр тесен, автомашина ҫулĕ Куславккара вырнаҫнă Музей патне те илсе ҫитерет. Ҫуртра пĕтĕмпех Н.И. Лобачевский Раҫҫей шайĕнчи паллă математика халалласа тĕрлĕ куравсем вырнаҫтарнă. Вăл асăннă территоринче тата та пĕлтерĕшлĕ объектсем пур, вĕсене те халăх лайăх пĕлсе тăрать. Маларах палăртса хунă тăрăх, объекта 2023 ҫулта пурнăҫа кĕртме палăртнă пулнă. Анчах та, ĕҫсене ҫулталăк маларах вĕҫленĕ, транспорт инфратытăмне тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă, ҫул-йĕре хăрушсăрлăхпа тивĕҫтернĕ.

Ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ федерацин адреслă инвестици программине М-7 «Волга» км 643 — км 659 автомашинăсен ҫулне реконструкцилеме кĕртсе хăварсан аван пулассине каланă.
«Палăртнă территоринче ҫул питĕ ансăр. Пурĕ те икĕ йĕрпе кăна ҫӳреме ай пур ҫул ҫинче. Енчен те палăртса хунă пек пĕтĕмпех ĕҫсем йĕркеленсен, проектпа килĕшӳллĕн смета тăрăх, объекта валли 15 млрд тенкĕ тăкакламалла. Кăҫал проект патшалăх экспертизи витĕр тухĕ, каярах вара объекта пурнăҫлассишĕн тăрăшсах ĕҫлеме тивĕ. Вăхăта вăраха тăсма ирĕк ҫук, туххăмрах ĕҫе кӳлĕнмелле», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Республика Ертӳҫи 2023 ҫултан пуҫласа Етĕрне хулинчи автомашина ҫулне те юсаса сарас ыйту кун йĕркинчех тăнине палăртнă. Республика шайĕнчи объекта реконструкцилени – хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме май парассине асăннă вăл. Пĕрремĕш тапхăрпа проекта пурнăҫа кĕртме пурĕ те республика хыснинчен 610 млн тенкĕ уйăрма тивет. Енчен те палăртса хунă пек пулса пырсан, мĕнпур ĕҫсем Раҫҫейри тĕп регионсене пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме те май парасси часах пулĕ тесе каланă ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче сăмаха ҫавăрнă май ертӳҫĕсем.



17 ноября 2022
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter