«Чӑваш Республики ҫинчен лайӑхпа каланине илтме питĕ кӑмӑллӑ», – тенĕ Сергей Миронов

«Чӑваш Республики ҫинчен лайӑхпа каланине илтме питĕ кӑмӑллӑ», –  тенĕ Сергей Миронов

«Справедливая Россия – Патриоты – За правду»  партийĕн председателĕ Сергей Миронов Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаевпа тата Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕпе Анатолий Аксаковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра кун пирки каланă.  «Питĕ кăмăллă пулчĕ мана, тĕрлĕ сферăсенче тăрăшакансем Чăваш Республики пирки ырăпа каланине илтмеВĕсем пĕрре мар Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пирки лайăхпа калаҫҫĕ, тепĕр тесен, эпир пĕр партире пулнине вĕсенчен нихăшĕ те пĕлмеҫҫĕ», – тесе каланă вăл сăмаха пуҫланă май.   

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Чăваш Республикин социалă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки  тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă.  

Сăмаха пуҫланă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енĕн Правительстви пысăк кăтартусемпе ĕҫлеме пуҫланине каланă.  Наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн регион проекчĕсем пурнăҫа хăватлăн кĕрсе пынине те асăннă вăл.  Вăл ĕҫсене ҫирĕплетекенни – Чăваш Республикин республика бюджечĕ, 2023-2025-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă саккун проекчĕ  чылай пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳресси те куҫкĕретех. «Ҫитес ҫул валли палăртнă бюджет, кăҫалхинчен чылай пысăк.  2020 ҫулта кăшăл вирус чирлĕ ҫĕршывра алхасрĕ пулин те, республика мĕнпур йывăрлăхсене парăнтарма пĕлчĕ. Регионăн харпăр хăй тупăшĕ чакман.  Пĕлтĕр харпăр хăй тупăшĕн кăтартăвĕ 16 процента ҫити хăпарни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.  Кăҫалхи ҫул кăтартусем тата та пысăкрах, 21 процента ҫити ӳстерме пултарчĕ харпăр хăй тупăшне республика.  Кун пирки ырă хыпара каланă Чăваш Республикин уҫă калаҫу  вăхăтĕнче.   Сăмах май, республикăра тĕрлĕ туянусене тăвассипе те мĕнпур ĕҫсене централизациленĕ майпа пурнăҫласа пынине хыпарланă.  «Паллă, кун пек йышăну туса хăварни – тухăҫлăха ӳстерме май парать. Мĕнпур ҫĕрте йĕрке хуҫаланни те куҫкĕретех», тесе каланă Олег Николаев.  Социаллă объектсене пурнăҫа кĕртессинче те мĕнпур ĕҫсене комплекслă туса пыма тăрăшнине хыпарланă регион Ертӳҫи.  Енчен те шкул е сиплев учрежденийĕсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене туса пыраҫҫĕ пулсан, кунта харăсах регион шайĕнче хушма программăсем йышăнаҫҫĕ, вĕсемпе килĕшӳллĕн тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те хастар ĕҫлеҫҫĕ объектсем таврашĕнче. Пĕр сăмахпа каласан, ҫуртсем патĕнче яланах тирпейлĕ пулни куҫкĕретех, ҫулсем сараҫҫĕ,  пурăнма хăтлă условисем йĕркелеҫҫĕ.    

Кун йĕркинчи тепĕр ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – нумай хваттерлĕ ҫуртсене вăраха тăсса пурнăҫа кĕртни. 2023 ҫулта биатлон центрне хута яма плана кĕртнĕ.  Шăмăршăра, Патăрьелĕнче, Каҫал енре халăха централизациленĕ майпа таса шывпа тивĕҫтерес ыйту та пурнăҫа кĕрĕ.

Республикăри пысăк промышленноҫ предприятийĕсен базисен ҫумĕнче инвестициллĕ проектсем хута каяҫҫĕ.  Чăваш Енĕн Пуҫлăхĕ каланă тăрăх, кун пек ĕҫе йĕркелени – вĕрентӳ программине пухса хатĕрлесси те аванах пуласси паллă.  Ятарлă предприятисене валли кирлĕ пек специалистсене хатĕрлесе кăларма та пултарайраҫҫĕ ҫĕнĕ центрсенче.  Пуҫласа ҫакнашкал центр ĕҫне пĕлтĕрхи ҫул Ҫĕнĕ Шупашкарта хута янă, иккĕмĕшне Канашра йĕркелесе ярасси те планра пур.

«Республика Правительстви пурнăҫлакан паянхи ĕҫ халăх кăмăлне тивĕҫтерет. Кăтарту пысăк пулни – ҫынсен пуҫаруллă проекчĕсене те пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрет.  Тепĕр тесен, ял тăрăхĕсенче предпринимательлĕх вăй илсе пырсан, районăн е хулан социаллă пурнăҫĕпе экономики те аванах йĕркеленсе пырĕ.  Халăх валли ĕҫ вырăнĕ те пулса пырать Пысăк технологи  витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлесен, таварсен пахалăх шайĕ ӳсесси те часах», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  Юлашки вăхăтра халăх харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлесе пыма пикенет, хуҫалăсене аталантарса, ҫемье валли тупăш тума тăрăшать. Апла пулсан, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ ӳссе пыни те сисĕнет.  Харпăр хăй хуҫалăхĕнче туса илекен тавара ыттисене те кирлĕ пек хаксемпе тивĕҫтереҫҫĕ ҫĕр ĕҫченĕсем.  Республика Правительстви асăннă ыйтăва кулленех тĕрĕслевре тытать, халăхăн пурнăҫĕ ырă ене куҫса пытăр тесе хăтлă условисем туса пама паха мерăсем йышăнса хăварать.    

Сергей Миронов Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ ырă хыпарсене пысăка хурса хакланă, енчен те пĕтĕмпех плана кĕртнĕ пек ĕҫсем пулса пырсан, налуксен бази те ӳсĕ, регион та кирлĕ пек шайра ӳлĕмрен те вăй илсе аталанса пырĕ тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.



18 ноября 2022
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter