Коррупципе кĕрешеççĕ

Раштав уйăхен 9-мĕшĕнче коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун. Ăна халалласа Чăваш Ен цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви  ятарлă семинар ирттерчĕ. Унта республикăри шалти ĕçсен министерствин, прокуратурăн тата регион ертӳçин администрацийĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Пурте, пурте вăрласан ăçталла çĕршыв çитет? Хытăрах закон пулсан тен, коррупци те вилет. Интернет уçлăхĕнчи сăвă йĕркисем чăнах та шухăша яраççĕ. Мĕнле кĕрешмелле-ха вăл коррупципе ? Тата кам айăплă - укçа параканни е укçа илекенни? Паллах хуравсем тĕрлĕрен пулĕç. Шăпăрлана ача садне  вырнаçтарас,  пĕрлехи патшалăх экзаменне пысăк балсемпе парас, аслă шкула бюджет енĕпе вĕренме кĕрес – пур çĕрте те укçа.

Петр Куприн: «Пин управлени патшалăх тата муниципаллă ĕçлекенчсене тĕрĕслесе тăратпăр. Вĕсем мĕнле доход илнине пăхатпăр эпир. Вĕсен расхочĕсене тĕрĕслетпĕр. Если вĕсен расхочĕ ĕçлесе илнĕ укçинчен  ытларах пулсан   вăл пирĕн куçа лекет. Эпир унпа тĕплĕ тĕрĕслесе тухатпăр

Хушма тупăша ăнлантарса параймасан  пурлăх суд урлă патшалăха куçать. Коррупципе кĕрешессинче массăллă информаци хатĕрĕсен тӳпи пысăк. Сăмахран, кăçал Наци телевиденин эфирĕнче ку темăпа çыхăннă 32 сюжет тухнă. Чăваш наци тата тăван радиосен хумĕсем çинче — 89, район хаçачĕсем çинче 160 материал пичетленнĕ. 2016 çултанпа республикăра икĕ конкурс иртет. Кăçал конкурса 12 журналист ĕçĕ тата 9 проект хутшăннă. Чăваш наци радиовĕн ĕçченĕ Дмитрий Ефремов та çĕнтерӳçĕсен йышĕнче.

Дмитрий Ефремов: «Роликсенче укçа-тенкĕ пирки  çыхăннă ыйтусем ытларах сӳтсе явнă. Коррупцине хирĕç кĕрешмелле. Эпир те çан пек ĕçсене туса тăрăпăр» 

Конкурса йĕркелекенсем  Тăван радио продюсерне Надежда Андреевăна та палăртнă. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.                                                                                                                                                 Республика  кăларăм валли Алексей Зотиков, Бахтияр Велиев 



НТРК
08 декабря 2022
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter