Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурăнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чăваш Енĕн заявкине ырланă

Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсене аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн штабĕ иртнĕ, ăна Раҫҫей Правительствин вице-премьерĕ  Марат Хуснуллин ертсе пынă. Президиум членĕсем Чăваш Республикин иккĕмĕш заявкине йышăннă, Ҫĕмĕрле тата Куславккара  хутса ăшăтмалли объектсене, шывпа тивĕҫтермелли сетсене пурнăҫа кĕртме палăртнă 578,6 млн тенкĕ тăракан проекта ырланă, объектсене валли ятарлă Фонд 459,2 млн тенкĕ уйăрĕ.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫӳлерех асăннă комиссийĕн пайташĕсем пирĕн регионăн заявкине ырланине асăннă, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тытăмне реформăлакан фонд тĕрев пама килĕшнине каланă, патшалăх корпорацийĕн Правленийĕ хапăл тунине палăртнă. «Палăртнă проектсене пурнăҫа кĕртсен, ҫичĕ пин ытла ҫынна ăшăпа тивĕҫтерме май пулĕ, Ҫĕмĕрле тата Куславкка хулисенче нумай хваттерлĕ 54 ҫурта ăшăпа тивĕҫтересси те куҫ кĕретех», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

РФ вице-премьерĕ Марат Хуснуллин Чăваш Республикине мухтаса ырланă,  патшалăх программисене пурнăҫа кĕртсе пырассипе регион хастар та тухăҫлă ĕҫленине асăннă.     

Маларах Чăваш Республикин пĕрремĕш заявкине йышăннă. Проектăн хакĕ 427,8 млн тенкĕпе танлашать, ăна пурнăҫа кĕртме Раҫҫей Федерацийĕн ФНБ тăкакланасси те паллă.  Укҫа-тенкĕ уйăрнă, хутса ăшăтмалли тăватă объекта хута ярассипе хастар ĕҫлеҫҫĕ, Ҫĕмĕрлере тата Куславккара шывпа тивĕҫтерессипе объектсене паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килтерсе туса пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.   

«Икĕ заявкăна тĕпе хурса, Куславккара объектсене тĕпрен 95 процента ҫити модернизацилĕҫ,  Ҫĕмĕрле  хулинче объектсене 80 процента ҫити юсаса ҫĕнетĕҫ.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсене ăшăпа тивĕҫтересси, планпа килĕшӳллĕн пулса пырать.  Палăртса хунă ĕҫсене 2023 ҫул вĕҫлениччен йĕркене кĕртсе пĕтересси те графикра пур.  Малаллахи ĕҫсене вара инвестици программисене тĕпе хурса модернизацилеме палăртнă», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Олег Николаев.

Чăваш Республикин Строительство министерстви палăртнă тăрăх, Куславккапа Ҫĕмĕрле хулинче юлнă объектсене тата Вăрман поселокĕнчи ĕҫсене ытти федераци программисемпе килĕшӳллĕн йĕркелесе пыма палăртса хунă. Паллă, виҫҫĕмĕш заявкăна 2023 ҫулта Правительство комиссине тăратма палана кĕртнĕ регион.   

 



08 декабря 2022
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter