Малалла тăсăлать
Çĕршывра газ пăрăхсене кил-çурт патне тӳлевсĕр çитересси ăнăçлă пурнăçланать. Малтан палăртнă тăрăх, ку программа кăçал çулталăк вĕçĕччен çеç пулмаллаччĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе Правительство халь ăна малалла тăснă. Кунпа тĕплĕнрех «Гарант» компани паллаштарать.
АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Çaк улшăнусем 2023-мĕш çулта мартăн 1-мĕшĕнче вăя кĕреççĕ. Кăçaл хăйсен çуртне газ кĕртсе ĕлкĕреймен çынсем çaкна çитес çул та тÿлевсĕрех пурнăçлама пултараççĕ. Кунта çaкна та палăртса хăвармалла - кăвак çyлăм пыракан пăрăхсене çyрт чикки таран çeç тýлевсĕр хураççĕ, малалла вара кил хуçин газа çyрта кĕртме укça тÿлемелле пулать»
Малашне ку çăмăллăхпа медицина тата вĕрентӳ çурчĕсем те усă кураяççĕ. Учрежденисен хăйсен лаптăкĕ патне çитиччен кăвак çулăм пăрăхĕсене хунăшăн тӳлемелле пулмасть. Çавăн пекех газа сетьпе çыхăнтарнăшăн та енчĕке çӳхетмелле мар.
Республика кăларăм валли Алина Сусметова, Павел Иритков