«Технологиллĕ суверенитета тивĕҫтерме Чӑваш Енӗн промышленноҫ комплексӗн ҫителĕклĕ таран потенциал пур», – палăртнă Денис Мантуров

«Технологиллĕ суверенитета  тивĕҫтерме Чӑваш Енӗн промышленноҫ комплексӗн ҫителĕклĕ таран потенциал пур», – палăртнă Денис Мантуров

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулнă май, регионăн федераци шайĕнчи кураторĕпе, Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн ҫумĕпе – РФ промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕпе Денис Мантуровпа  тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Республикин 2020-2024-мĕш ҫулсене валли пăхса хăварнă харпăр хăй программипе ĕпле ĕҫлесе пырасси пирки канашланă, сăмах май, пысăк калăпăшлă инвестициллĕ проектсене те пăхса тухнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче: «Икĕ ҫул хушшинче ИПСЭР мероприятийĕсене тĕпе хурса, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Патăрьел районĕнче ятарлă экономика зонине йĕркелесе янă.  Индустри паркĕсене пурнăҫа кĕртессипе те хастар тăрăшаҫҫĕ,  530 ытла инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне те сахал мар тĕрев панă. Кăтарту пысăк – 7,2 млрд тенкĕпе танлашать. Халăх валли те пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленĕ, 200 ытла граждан пĕр хутчен парса пулăшакан тĕревпе усă курнă.  Укҫа-тенкĕне ипотека кредичĕсене саплаштарма тăкакланнă», – тесе каланă вăл.  

Промышленноҫ тытăмне кулленех тĕрев куҫать.  2022 ҫулта патшалăх енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшу куҫарса панă, пĕлтĕрхинчен 2,8 хут нумайрах укҫа-тенкĕ уйăрнă.     Федераци, республика енчен те сахал мар тĕрев куҫать. Чăваш Ене федераци шайĕнче субсиди мелĕпе укҫа-тенкĕ куҫса пыни те куҫ кĕретех.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем хута каяҫҫĕ, халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленсе пыраҫҫĕ.  Промцшленноҫ пайне пĕлтĕрхинчен 2,4 хут ытларах тĕрев пани те ҫаканах ҫирĕплетсе парать.  Республика бюджетне субсиди мелĕпе 146,1 млн тенкĕ кĕнĕ. Предприятисене республика субсидине 2021 ҫулта 86,8 млн тенкĕ куҫарса панă, 2022 ҫулта 196,1 млн тенкĕ тăкакланă. 2023 ҫулта кăтартăва тата та ӳстерме палăртса хунă, 215,9 млн тенкĕ тăкакланасси куҫ кĕретех. Палăртма кăмăллă,  федераци енчен сахал мар пулăшу куҫать, 142,5 млн тенкĕ куҫасси паллă.   

Чăваш Енĕн предприятийĕсем федераци енчен куҫакан тĕревпе тăтăшах кăсăкланаҫҫĕ. «2021 ҫулта РФ промышленноҫ предприятийĕсене аталантарса пымалли фонд урлă республика предприятийĕсене харпăр хăй проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма кивҫен 1,3 млрд тенкĕ уйăрса панă. Кăҫал кăтарту тата та пысăк, тăватă заявкăна пăхса тухма та ĕлкĕрнĕ, вĕсене валли 2,8 млрд уйăрса панă», – тесе каласа панă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  

Регионти  промышленноҫа аталантарас енĕпе ĕҫлекен фонта сахал  мар тĕрев пани те паллă, кăтарту 4,5 хут ӳссе пыни те ҫаканах ҫирĕплетет. Калăпăр, 2021 ҫулта пурĕ те 5 проекта пурнăҫа кĕртме тĕрев панă, вĕсене валли 88,1 млн тенкĕ тăкакланă. Кăҫал вара кăтарту ҫав тери пысăк – 11 проекта пурнăҫланă, вĕсене валли 395,9 млн тенкĕ уйăрнă.

Олег Николаев республика промышленноҫ кластерне аталантарассипе хастар ĕҫленине каланă. Пурĕ ултă промышленноҫ кластерне йĕркелесе янине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«ИПСЭР пурнăҫа кĕртессине графика тĕпе хурса ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Программăна малалла та тăсса пырассине ырлатăп. Кирлĕ пек йышăнăва тулли 2024 ҫулта харпăр хăй программине пурнăҫа кĕртсе пĕтернĕ хыҫҫăн туса парĕҫ.  Чăваш Республикин промышленноҫ комплексĕн потенциалĕ ҫав тери пысăк.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем пурнăҫа кĕресси те куҫ кĕретех. Сирĕн пуҫарăвăрсене эпир хапăл тусах йышăнатпăр,  пĕрле алла-алăн тытăнса ĕҫлеме хавас. Анчах та, хăвăр енчен проектсене пахалăх енчен пысăк шайра йĕркелеме шантарăр», – тесе уйрăммăн палăртса каланă Денис Мантуров.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăмах май, «Волжская перекись» проект пирки те чарăнса тăнă. Енчен те палăртса хунă пек пĕтĕмпех пулса пырсан, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленĕҫ, проекта пурнăҫа кĕртме 10 млрд тенкĕ  пăхса хăварнă. Планпа килĕшӳллĕн проекта 2023 ҫулта IV-мĕш кварталта пуҫласа 2024 ҫулта I-мĕш кварталта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. «Чăваш Республикишĕн проект ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Химпром» ПАО пур енлĕн те аталанса пыма май парĕ ҫĕнĕ проект. Республикăн инвестици климатне лайăхлатса пыма пулăшасси те куҫ кĕретех. Регионта халăх валли 110 ҫĕнĕ хушма ĕҫ вырăнĕ йĕркеленесси те куҫ кĕретех», – тесе каланă вăл.

Паянхи куна калас пулсан, проекта тĕпе хурса строительство ĕҫĕсене вĕҫленĕ, ăшăпа тивĕҫтернĕ,  монтаж ĕҫĕсене пурнăҫлаҫҫĕ, объекта тĕпрен 83 процента ҫити хатĕрлесе ҫитернĕ теме те юрать.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Химпром» территорийĕнче поликремни производствине хута ярсан вырăнлă пулассине каланă. «Ҫапла тума, регионта промышленноҫ базин вăй-хăвчĕ те пысăк тесе хакланă вăл. Хими промышленноҫĕнче тăрăшакансем те пысăк профессионалсем», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл. Малтанласа палăртса хунă тăрăх, инвестици калăпăшĕ 23,1 млрд тенкĕпе танлашать тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

 



08 декабря 2022
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter