Чӑваш Енĕн промышленноҫ предприятийĕсем Газпрома аталантарса пыма витĕм кӳреҫҫĕ
Уҫă тĕлпулу вăхăтĕнче калаҫса килĕшнĕ кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ министрĕн ҫумĕ Альберт Каримов. Раштав уйăхĕн вĕҫĕнче Шупашкарта «Газпром» ПАО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕпе пĕрле Альберт Каримов анлă канашлу ирттерме плана кĕртнине те хыпарланă калаҫу вăхăтĕнче, чăваш техникипе тивĕҫтересси ыйту кун йĕркинче тăнине асăннă ертӳҫĕ, «Газпром» Группа компанийĕн производствин территорийĕнче ку ĕҫе пуҫарса ярассине те пĕлтернĕ.
«Юлашки ҫулсенче Раҫҫей Минпромторгĕ тĕрев панине кура, «Газпром» компанийĕпе ăнланса ĕҫлесе пыни сисĕнет, Чăваш Ен Правительстви регион аталанăвĕ кирлĕ пек шайра пулса пытăр тесе сахал мар пĕлтерĕшлĕ ыйтусем уҫăмланса пырать. Газ енĕпе те тĕрлĕ ыйтусене татса панă, инфратытăма аталантарса пырассипе те пур енлĕн пулăшăва тивĕҫнĕ. Паянхи пурнăҫ таппинче ҫĕнĕ ҫул-йĕре вăй илтерсе пырассипе тĕллевлĕн ĕҫлетпĕр. Патшалăх компанийĕпе алла-алăн тытăнса ĕҫлени те куҫ кĕретех. Промышленноҫ пайĕ хăватланса вăй илсе пытăр тесе пурсăмăр та тăрăшатпăр. Предприятийĕсене ҫĕнĕ вăй-хăват хушни те паллă. Таварсене ытти регионсене ăсататпăр, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ рыноксем уҫăлаҫҫĕ. Паянхи пурнăҫшăн кун пек ĕҫсене йĕркелесе пуҫарса пыни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать те. РЖД тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пыма палăртатпăр. Кe шăпах та, пурсăмăра та пушшех те хавхалантарса пырать, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳрет», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев, сăмах май каласан, «Газпромшăн» та питĕ те усăллă. Чăваш Енĕн предприятийĕсем ăна тата та анлăрах ĕҫлесе пыма витĕм кӳрĕҫ, таварсен тĕсĕсене ытларах та ытларах анлăлатма май парĕҫ.
Хальхи вăхăтра «Газпром» ПАО Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсенчи предприятийĕсене хăйсем патне явăҫтарассишĕн курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Уйрăмах импорта улăштарассипе вĕсем хастар тăрăшаҫҫĕ. Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев сăмаха малалла тăснă май, калаҫу кунта шăпах та, тракторсем тăвакан завод пирки пынине асăннă. Ҫеҫпĕл акционерсен хупă обществи пирки те сăмахланине палăртнă ведомство ертӳҫи. «АВТОФУРГОН» ООО, «ШЗСА» АО предприятийĕсене вăй илтересе пырасси ыйту кун йĕркинче тăнине асăннă министр, вĕсен пахалăх енчен пысăк шайра тăракан таварĕсене ыттисем хапăл тусах йышăннине те каланă вăл.
Палăртса хăвармалла, республикăри хăш-пĕр предприятисем «Газпром» Группа компанийĕпе тачă ҫыхăнса тахҫантанпах лайăх ĕҫлеҫҫĕ. Кун пирки ҫирĕппĕн палăртса хăварнă Чăваш Республикин промышленноҫпа суту-илӳ министрĕ.